Мусирминский ТО Урмарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕреççĕ

06 ноября 2013 г.

Çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕреççĕ

Ача-пăча чухне Шупашкара кайсан пирĕншĕн, ял ачисемшĕн, газлă пылак шыв ĕçесси тĕлĕнмелле япала пулнă. Çак шыва шухăшласа кăларакан çынсем те пурри пирки тĕлĕнсе калаçаттăмăр юлташсемпе. Унтан банкоматсем урлă ĕç укçине илме пуçларăмăр тата ытти тĕрлĕрен операцисем те ун урлах пулса пыраççĕ. Тепĕр тĕлĕнтермĕш те пур, сĕте те автомат урлă илме пулать иккен.

Хамăр республикăри тĕп хуламăрти тĕрлĕ урамсенче вырнаçнă çакăн пек автоматсем. Унтан туяннă сĕт йÿçмест, температурăна кирлĕ пек тытса тăрать. Çак тĕлĕнтермĕше, çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртекенĕсем пирĕн районти Мăнçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ Сергей Разиновичпа Юрий Разинович Илларионовсем. Икĕ пĕртăван тăрăшнипе Чехинчен Чăваш Республикине çитнĕ çак чаплă оборудовани. Ю.Илларионов çак автоматпа паллашас тĕллевпе ăна туса кăларакан завода - Чехине çитиех ятарласа командировкăна каять, вăл еплерех ĕçленине хăй куçĕпе курса ĕненет. Çапла вара килĕшÿ туса Чăваш Ене илсе килет. Автоматсене лартма вара Чехинчен ятарласа çынсем килсе пулăшаççĕ.

Ĕçчен çынна ĕç шырать тенĕ пек, Сергей Разинович, Тăвай районĕнчи «Шимкусский» производство кооперативĕ çĕре арендăна парать тенине илтсен, нумай шухăшласа тăмасть тÿрех унта çул тытать. Çакă вара вĕсемшĕн икĕ енлĕ те усăллă пулнă. Çĕрпе пĕрле тахçан юхăннă ферма çурчĕсене те туяннă. Икĕ витене тĕпрен юсаса хута яраççĕ. Кăшт тăхтасан тата тепĕр икĕ витине хальхи вăхăтри технологипе, çĕнĕ материалсемпе хута яраççĕ. Пĕр витинче 200 пуç ĕне выльăх вырнаçать. Ĕçе пуçарса ярасси тăкаксăр пулмасть. Кĕçех вĕсем Саратов облаçĕнчен 200 пуç ăратлă ĕнесем илсе килеççĕ. Мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ уйăхсерен ÿссе пырса - хальхи вăхăтра 600 пуçа çитнĕ. Вĕсенчен 350 пуç сăваканни, 100 пăру.Пăрăвĕсем çуллахи кунсенче симĕс курăк çинче çÿреççĕ. Каникул вăхăтĕнче вĕсене пăхма шкул ачисем те пулăшаççĕ. Виçĕ дояркăпа пĕр оператор пĕр харăсах 16 ĕне сума пултараççĕ. Çуллахи вăхăтра кашни кун 5 тоннăна яхăн сĕт суса илсе пĕр пайне республикăри сĕт-çу заводне ăсатаççĕ тата Шупашкарти 8 автомата тултарма (пĕр автомата 400 литр сĕт кĕрет) кирлĕ чухлĕ илсе каяççĕ. Сĕт турттаракан автомашинисене те ятарласа хатĕрленĕ: пĕр пек температура тытса тăрать, йÿçме памасть, сĕт тултарнă савăчĕсене те хăех антарса хăпартать. Ку ĕçре икĕ водитель тăрăшать. Автоматри сĕте те кашни кунах улăштараççĕ. Сĕт пахалăхне пĕр тăвансен йăмăкĕ Надежда Разиновна ятарлă аппаратпа тĕрĕслесе тăрать. Сăмах май каласан, вĕсем мăшăрĕпе Сашăпа, кунĕн-çĕрĕн çак ĕçре - Федоровсем ĕнтĕ вĕсем. Харсăр çемье пĕр ĕçрен те хăраса тăмасть, аллисем ылтăн теççĕ кун пек чух.

Фермăри ĕç условийĕ хальхи вăхăтри требованисене тĕппипех тивĕçтерет. Компьютер кнопкине пусма кăна ан ÿркен. Кунта вăй хуракансем валли общежити, çăвăнмалли пÿлĕм, столовăй ĕçлет. Ĕç укçине те вăхăтра тÿлеççĕ. Фермăна çити асфальтлă çул пур. Хальхи вăхăтра ферма территоринче çул сарас тĕлĕшпе вăй хураççĕ. Выльăх-чĕрлĕхне хĕл каçарма та апачĕ ытлă-çитлĕ. Выльăх тухтăрĕ чир-чĕр ан ертĕр тесе тăрăшать. Кунта агропромышленноç аталанăвĕ кунран-кун вăй илсе пырать.

Источник: "Урмарская районная газета"

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика