Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Енĕн Федераци Канашĕнчи кунĕсем

06 ноября 2013 г.

Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче Мускавра Раççей Федераци Канашĕнче Чăваш Республикин кунĕсем иртнĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федераци Канашĕн Председателĕпе Валентина Матвиенкăпа тĕл пулнă.

Калаçура Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономикин хальхи тăрăмне, Раççей парламенчĕн çÿлти палати республикăн саккун тата общество пуçарăвĕсене пулăшассин ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.

Валентина Матвиенко Чăваш Ен хăйне федераци шайĕнче мĕнле паллаштарнине ырăпа хакланă, Федераци Канашĕнче Чăваш Республикин кунĕсем питĕ ăнăçлă иртнине тата лайăх кăмăл-туйăм çуратнине палăртнă. «Ку — республика çитĕнĕвĕсем пирки çеç мар, регионти йывăрлăхсем çинчен те каласа кăтартмалли мел. Çак информаци федераци субъекчĕсенчи лару-тăрăва тĕрĕс ăнланмашкăн, малашне ăнăçлă йышăнусем тумашкăн кирлĕ», — тенĕ Раççей Федераци Пухăвĕн çÿлти палатин спикерĕ. Вăл çавăн пекех Чăваш Енре нацисен тата конфессисен хушшинче килĕшÿлĕхпе çураçулăх хуçаланнине, ку опытпа ытти регионра та усă курмаллине пĕлтернĕ.

Михаил Игнатьев Валентина Матвиенкăна республикăна хăйĕн çитĕнĕвĕсем пирки Федераци Канашĕнче каласа кăтартма май панăшăн тав тунă. «Эсир хăвăр та кĕпĕрнаттăр пулнă, регион йывăрлăхĕсене лайăх ăнланатăр тата пире яланах пулăшатăр. Эпир çакна туятпăр»,— палăртнă Михаил Игнатьев.

Унсăр пуçне вăл 2014 çулта Раççейре Культура çулталăкĕ пулĕ тесе пĕлтернине, çак утăма питĕ вăхăтлă тунине — тĕнчипех глобализаци вăй илсе пынă вăхăтра чун, ăс-хакăл, кăмăл-сипет пахалăхĕсене сыхласа хăварассин ыйтăвĕсем пушшех те çивĕч те пĕлтерĕшлĕ-çке — каланă.

х х х

Юн кунах РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕнче Чăваш Енĕн презентаци-куравне официаллă майпа уçнă. Унта Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко тата Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

Федераци Канашĕн холĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕн фольклорпа эстрада «Çавал» ансамблĕ — вăл халăх пултарулăхĕн йăли-йĕркине малалла тăсакансенчен пĕри — чăвашсен хăна юррине шăрантарнă.

Чăваш Республики икĕ блокран — презентаци стенчĕсенчен тата ÿнер экспозицийĕнчен — тăракан курав хатĕрленĕ. Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 8 çул-йĕрне кăтартнă: ЧР Патшалăх Канашĕн ĕçĕ-хĕлĕ, инвестици вăй-хăвачĕ, промышленноçри, ял хуçалăхĕнчи, сывлăх сыхлавĕнчи, социаллă политикăри, вĕрентÿри, физкультурăпа спортри çитĕнÿсем.

Ÿнер экспозицине Раççей тава тивĕçлĕ художникĕн, Чăваш халăх художникĕн Виталий Петровăн (Праски Виттин) произведенийĕсенчен, Шупашкарти ÿнер училищин выпускникĕсен керамика ĕçĕсенчен, Чăваш наци музейĕн пуххинчи тĕрĕсемпе тата кĕмĕл капăрчăк- семпе илемлетнĕ чăваш наци тата «Паха тĕрĕ» фабрикин хальхи чăваш костюмĕсенчен йĕркеленĕ, тесе пĕлтерет ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика