Красночетайское сельское поселениеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Призывник кунĕ иртнĕ

01 ноября 2013 г.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, октябрĕн 31-мĕшĕнче районти Культурăпа кану центрĕнче Призывник кунĕ иртнĕ. Ăна Чăваш Республикин Етĕрнепе Хĕрлĕ Чутай районĕсем хушшинчи çар комиссариачĕпе райадминистрацин вĕренÿ пайĕ йĕркелесе ирттернĕ.

Мероприятие пулас салтаксемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ, аслă классенче вĕренекенсем, ветерансем хутшăннă. Пухăннисем умĕнче райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çÿмĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ – вĕренÿ пайĕн начальникĕ Алексей Порфирьев, Етĕрнепе Хĕрлĕ Чутай районĕсем хушшинчи çар комиссариачĕн начальникĕ Александр Прокопьев, пенсионерсен Союзĕн районти уйрăмĕн председателĕ Юрий Егоров, Афганистан ветеранĕсен районти уйрăмĕн ертÿçи Александр Хозайкин калаçнă, призывниксене Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçлама суннă.

Ашшĕ-амăшĕ ячĕпе салтак атти тăхăнма хатĕрленекенсене Наталья Филиппова саламланă. Çара каякан яшсен ячĕпе Александр Сидоров призывник тухса калаçнă, Тăван çĕр-шыва тивĕçлĕн хÿтĕлеме шантарнă. Пулас салтаксене Максим атте пил панă.

Призывник кунĕнче 20 каччăна салтака кайма повестка панă. Хальлĕхе кĕрхи призывпа районтан пурĕ 28 яш çар ретне тăрасси паллă.

А.КАРПОВА.

 

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Красные Четаи
Телефон: 8(83551) 2-13-61
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика