Красночетайское сельское поселениеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Олимп çулăмне кĕтсе

06 ноября 2013 г.

Ноябрĕн 1-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынипе Олим çулăмĕн "Сочи-2014" эстафетине Шупашкарта хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Кун йĕркине медицина пулăшăвĕ парас, хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес, мероприяти пирки информаци хатĕрĕсенче çутатас, çавăн пекех хулана уяв сĕмне кĕртес ыйтусене кĕртнĕ.

Йĕркелÿ комитечĕн представителĕсем асăннă эстафетăна республика территорийĕнче ирттерни пĕлтерĕшлĕ истори пулăмĕ тесе палăртнă. Олимп юхăмĕн пĕтĕм историйĕнче те Чăваш Енре Олимп çулăмĕ пĕрремĕш хут пулса курать. Шупашкара Олимп çулăмĕ декабрь уйăхĕнче çитет. Тĕп хуламăр урамĕпе пурĕ факел йăтакан 160 çын чупĕ. Трасса вăрăмăшĕ 30 километра яхăн пулĕ. Факел йăтакансен списокне тĕрлĕ çулсенчи тĕрлĕ професси çынни кĕнĕ: спортсменсем, обществăлла деятельсем, искусство сферин представителĕсем, педагогсем, врачсем, тренерсем, çамрăксем тата пенсионерсем. Олимп çулăмне кĕтсе илнĕ чухне тата эстафетăна ирттернĕ вăхăтра пултарулăх коллективĕсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарĕç.

Шупашкар "Сочи-2014" Олимп çулăмĕн эстафетине ирттерекен 2900 хуларан пĕри пулать. Хĕллехи Олимп вăййисен мĕн пур историйĕнче "Сочи-2014" эстафета чи вăрăмми шутланать. Вăл Мускав хулинче октябрĕн 7-мĕшĕнче старт илнĕ, 123 кун тăсăлать. Çулăм Сочи хулине Олимпиадăна уçнă кун финиша çитет.

Н.ПЕТРОВА.

 

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Красные Четаи
Телефон: 8(83551) 2-13-61
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика