Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăлăх ачасем – патшалăх хÿтлĕхĕнче

19 октября 2013 г.

Иртнĕ юнкун пирĕн республикăра йăлана кĕнĕ информаци кунĕ иртрĕ. Унăн ĕçне министерствăсемпе ведомствăсен ертÿçисемпе представителĕсем, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем активлăн хутшăнчĕç. Шупашкартан килнĕ информаторсен пĕр ушкăнĕ пирĕн районта та пулчĕ, вăл шутра - ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, ЧР медицина страхованийĕн территори фончĕн директорĕ В.Александров, ЧР гражданла хÿтлĕх тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен Патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ О. Павлов тата ыттисем те.

Информкун йĕркине çак тĕп ыйтусене кĕртнĕ, Чăваш Республикинче халăха патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе «пĕр чÿрече» майĕпе тивĕçтересси; тăлăха тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасене пулăшассипе патшалăх политикин мерисене пурнăçласси, ачасене сывлăха сиен кÿрекен тата йĕркеллĕ аталанма чăрмантаракан информацирен хÿтĕлесси; Чăваш Республикин «Чăваш Республикинче тÿлевсĕр юрист пулăшăвĕ парасси çинчен» Сакунне пурнăçа кĕртесси.

Информаторсем малтанах район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче пуçтарăнчĕç, район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан В.Григорьев ертсе пынипе информкун йĕркин планне палăртрĕç, ушкăнсене пайланса районти организацисемпе предприятисем тăрăх саланчĕç.

Çÿлерех асăннă В. Александров ертсе пыракан ушкăн Октябрьски ялне çул тытрĕ. Çак ушкăнра район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи С.Арсентьева, районти нумай функциллĕ центрăн директорĕ А.Шутько, Октябрьски ял хутлăхĕн пуçлăхĕ А. Мясников, райпульницăн тĕп врачĕн ĕçĕсене туса пыракан Л.Албутова, Октябрьскинчи вăтам шкул директорĕ Г. Григорьев тата ыттисем те пулчĕç. Чи малтанах информаторсем вырăнти пульницăн коллективĕпе тĕл пулчĕç, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Ушкăн ертÿçи Вячеслав Николаевич, хăй медицина страхованийĕ енĕпе ĕçленĕ май, кашни кабинетах кĕрсе курма тăрăшрĕ. Информаторсем кăçал çурла уйăхĕнче уçăлнă медсестра пулăшăвĕн уйрăмĕпе (отделение сестринского ухода) кăсăкланса паллашрĕç. Кунта хăйсене хăйсем пăхайман, медицина пулăшăвĕсĕр пурăнма пултарайман ватăсемпе инвалидсем сипленеççĕ те, пурăнаççĕ те. Паллах, ку пулăшу укçасăр мар. Уйăхне 12 пин ытла тÿлеме лекет. Уйрăм пÿлĕмре пурăнакансен тата уйрăм медицина процедурисем тутарма кăмăл тăвакансен - ытларах та. Анчах медицина пулăшăвĕн шайне шута илсен, ку укçа хисепĕ нумай та мар. Çакăн пек пулăшушăн, сăмахран, хуласенчи сиплев учрежденийĕсенче чылай ытларах укçа тÿлеме лекет. Калас пулать, паянхи кун уйрăмра 8 çын шутланать. Вĕсем пирĕн районтан çеç мар, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен те килнĕ. Мĕнпурĕ вара уйрăмра 21 çын вырнаçтарма пулать. Информаторсем ватăсемпе инвалидсем вăхăтлăха пурăнакан уйрăма та кĕрсе курчĕç, кунти условисем лайăххипе кăмăллă юлчĕç. Ватăсенчен пĕри те (мĕнпурĕ 15 çын пурăнать) ÿпкелешсе калаçмарĕ.

Хăнасем хирурги уйрăмĕнче те пулчĕç. Кунти пÿлĕмсенче юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ ĕнтĕ. Анчах оборудовани вырнаçтарайман-ха. Паллах, ку уйрăмра йывăр операцисемех тумĕç. Анчах çăмăлтарах суранланнисене яланах пулăшма пултарĕç.

Кĕçех пульницăра ĕçлекен персонал уйрăм пÿлĕме пуçтарăнчĕ. Информкун йĕркинчи ыйтусене тĕп хуларан килнĕ В. Александров туллин çутатса пачĕ. Уйрăмах тăлăха тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасене патшалăх енчен хÿтĕлеме йышăннă мерăсем çинче чарăнса тăчĕ вăл. Пирĕн республикăра 4503 (районта – 125) тăлăх ача шутланать. Вĕсенчен 3853-не çемьесене вырнаçтарнă, ыттисем ача çурчĕсенче пурăнаççĕ. Респуб-лика правительстви пур тăлăха та çемьене вырнаçтарассипе малалла ĕçлет. Ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă инвалид ачасене йышăнакан çемьесене укçан пулăшаççĕ. Пĕр хут паракан пособи хисепĕ 375 пин тенкĕпе танлашать. Кайран вара çакăн пек çемъесене уйăхсерен ятарлă пособи парса тăраççĕ.

Тепĕр çивĕч ыйту вăл – ачасене сиенлĕ информацирен хÿтĕлесси. Халĕ çамрăксем Интернетпа анлăн усă кураççĕ. Анчах унта ачасене сиен кÿрекен информаци сахал мар. Ашшĕ-амăшĕсен уйрăмах сыхă пулмалла. Компьютерсем çине информацие суйласа илме пултаракан ятарлă программăсем (фильтрсем) лартмалла. Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ С. Арсентьева кун пек фильтрсене шкулсенчи компьютерсем çине вырнаçтарнине пĕлтерчĕ. Вăлах пуçтарăннисене йывăртарах условисенче пурăнакан çемьесем çинчен вĕрентÿ пайне пĕлтерсех тăма ыйтрĕ. Хăш-пĕр тулли мар çемьесенче ачасем чăнах та йывăр лару-тăрура пурăнаççĕ иккен.

Районти нумай функциллĕ центр директорĕ А. Шутько хăй ертсе пыракан организацин ĕçĕ-хĕлĕпе, халăха паракан пулăшусемпе тĕплĕн паллаштарчĕ.

Информаторсем пуçтарăннисен ыйтăвĕсем çине те тулли хуравсем пачĕç, вăл шутра ĕç укçипе çыхăннисем çине те. Врачсен шалăвне халĕ ÿстерсех пыраççĕ. Анчах тухтăрсем ку сисĕмлех мар терĕç. Шупашкартан килнĕ хăна В.Александров хушма укçа ĕçлесе илме диспансеризаци ĕçне вăйлатма кирлине палăртрĕ. Октябрьскинчи пульница ку енĕпе каярах юлса пырать иккен. Ку тăрăхра пурăнакан халăхăн 16 проценчĕ çеç диспансеризаци витĕр тухнă (районĕпе – 56). Çакна пĕлме интереслĕ - пульница счечĕ çине диспансеризаци витĕр тухнă кашни çыншăн 1080,3 тенкĕ куçарса параççĕ. Ку шăпах хушма укçа ĕçлесе илмелли çăлкуç.

Çав кун информаторсем Октябрьскинчи вăтам шкулта та пулчĕç. Кунта пыракан юсав ĕçĕсемпе кăсăкланчĕç. Шкул директорĕ Г.Григорьев малтанах шкул çывăхĕнчи универсаллă спорт площадкине илсе кайса кăтартрĕ. Вăл строительсен ĕçĕпе кăмăлсăр пулнине пĕлтерчĕ. Чăнах та, площадкăра, унăн сийĕ тÿрĕ маррине палăртса, вырăнĕ-вырăнĕпе шыв кÿлленчĕкĕсем тăраççĕ. Информаторсен ушкăнĕн ертÿçи В.Александров ку кăлтăка пĕтерме республикăри яваплă ведомствăна çитме сăмах пачĕ. Чăнах та, çак объекта тума сахал мар укçа – 3,5 миллион тенкĕ - уйăрнă. Анчах строительсем ĕçе ÿрĕк-сÿрĕккĕн пурнăçланă.

Шкулăн пĕрремĕш хутĕнче те юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Инвалид ачасем валли ятарлă класс пулĕмĕсем пулаççĕ кунта. Тĕрĕссипе каласан, çакăн пек пÿлĕмсем кашни шкултах кирлĕ. Информаторсем ларусен залĕнче пуçтарăннă ĕç коллективĕ умĕнче те тухса калаçрĕç, информкун йĕркинче тăракан темăсене çутатрĕç, пуçтарăннисен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç.

И. ВАСИЛЬЕВ.

 

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика