Яндобинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă

10 сентября 2013 г.

Çĕмĕрле районĕнчи вĕренÿ учрежденийĕсен ертÿçисемпе вĕсен çумĕсем çак кунсенче Элĕк районĕнче вĕрентÿпе воспитании ĕçĕн çĕнĕлĕхĕсемпе паллашнă.

Кÿршĕсем Элĕкри, Вутланти тата Юнтапа шкулĕсене, районти литературăпа тавра пĕлÿ музейне, «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексне çитсе курнă. Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ вăтам шкулта «Шкулсенче пĕрлехи информаци тытăмне тăвасси» темăпа семинар иртнĕ. Çĕмĕрлесем районти шкулсенче информатизаци тытăмĕн программипе интересленнĕ, дистанци мелĕпе йĕркеленĕ вĕрентÿпе кăсăкланнă. Шкул директорĕ Владислав Волков электрон журналсемпе дневниксем çинче чарăнса тăнă, шкулти локаль сеть тытăмĕпе паллаштарнă.

Семинар ĕçне пĕтĕмлетнĕ май Çĕмĕрлесем Элĕкри вăтам шкулта йĕркеленĕ информатизаци тытăмĕн тĕслĕхне ытти шкулта та пурнăçа кĕртме май пуррине палăртнă.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429256, Аликовский район, с. Яндоба, ул. Школьная, д. 8
Телефон: 8(83535) 65-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика