Советское сельское поселение Ядринского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăл куç чуна сиплетĕр

16 октября 2013 г.

Советски салине халăхра Шăмат теççĕ. 1939-1956 çулсенче вăл район центрĕ пулнă, унтан Етĕрне районне кĕнĕ. Çак тăрăхра пурăнакан Г.Филиппов тавра пĕлÿçĕ тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх - чиркÿллĕ ял ячĕ темиçе те улшăннă. «Хыпар» хаçат никĕслевçи Н.Никольский унта вĕреннĕрен «Никольское» ятлă та пулнă. 1696 çулта çырса хăварнă тăрăх «Уçтÿçи» /вырăсла - «Устье»/ ятпа палăрнă. Ку ялта паллă этнограф В.Магницкий çуралса ÿснĕ.

Çак кунсенче Варнава митрополит Советски салинчи чиркÿре кĕлĕ тунă. Вăл пехил панипе Етĕрне районĕнчи чиркÿсен пачăшкисем Çветтуй Николай ячĕллĕ таса çăл куçа сăвапланă.

Тăван ялĕнче часавай тăвас шухăш район администрацийĕн пуçлăхне В.Кузьмина тахçанах канăç паман. Вăл çак шухăша район Пухăвĕн депутатне Л.Спасовăна пĕлтернĕ. Лариса Семеновна Советски ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе, ял çыннисемпе канашланă – халăх валли сиплĕ çăл куç тума йышăннă. Укçа-тенкĕпе пулăшаканĕ – район депутачĕ Лариса Спасова, ĕçе йĕркелекенĕ – вырăнти администраци. Халăхпа пĕрле пĕр çын пек пулса часавая кĕске вăхăтрах туса лартнă.

- Сăваплă ĕç пулчĕ. Çакăншăн чун савăнать. Советскинче пурăнакансем çеç мар, çак тăрăхри ялсенчи çынсем те кунтан таса шыв илме пултараççĕ. Вăл организма çеç мар, чуна та сиплет, - тет Лариса Семеновна кăмăллăн. Турă амăшĕ ячĕпе туса лартнă чиркÿ настоятелĕ Сергий Воронцов иерей шухăшĕпе çак ĕçе Владимир Кузьмин йĕркелесе тăман тăк - пулмастчĕ. Ахальтен мар Варнава митрополит Владимир Николаевичпа Лариса Семеновнăна архиерей грамотипе чысларĕ.

- Çăл куç пирĕн таврара пулнишĕн эпир питĕ савăнатпăр. Кунта яланах килсе çÿреме пулать. Паян пирĕнпе пĕрле çамрăксем пурри те кăмăла çĕклет. Вĕсем те кунта ахальтен мар килнĕ, - çапла шухăшлать Советскинче пурăнакан З.Петрова. Зоя Ильинична 57 çул вырăнти больницăра ĕçленĕ, ялта – сумлă çын. Унпа Тури Сăнарти Марфа Филиппова, Кăмаккассинчи Нинăпа Николай Анисимовсем, Советскинчи Зоя Булыгина, Кивьял Шăматри Любовь Васильева тата ыттисем те килĕшеççĕ.

Çăл куçа сăвапланă кун Советскинче кăçал тунă кÿлĕсене пулă янă. Пуллине район Пухăвĕн депутачĕ Ю.Столяров туяннă, хăех илсе килнĕ.

Ял кунĕнче Советскинчи культура çуртĕнче кăçал мĕн ĕçленине пĕтĕмлетнĕ. Ĕçре палăрнисене В.Кузьмин район администрацийĕн Хисеп хучĕсене парса хавхалантарнă. Çак чыса Юрий Родионов, Олег Крылов, Сергей Мануйловский, Владимир Ядринцев тата Леонид Четриков тивĕçнĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Федоров республикăри муниципалитет йĕркеленĕвĕсен Канашĕн Хисеп хутне тивĕçнĕ.

Советскисемшĕн кăçалхи çул Çĕнтерÿ паркне тасатса тирпейленипе те асра юлĕ. Ача-пăчапа çамрăксем хĕл ларасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Вĕсем валли хоккей лапамĕ хатĕр. Анат Сăнар ялĕнче Мăн тăван урамĕнче пурăнакансем вырăнти администраци вак чул сарса 350 метр тăршшĕ çул тунăшăн савăнаççĕ.

- Çитес çул Тури Сăнарта 800 метр тăршшĕ асфальт çул сарма палăртатпăр, - тет ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Федоров. Тĕллевсем пысăк. Мĕн палăртни пурнăçланатех.

Лилия Петрова. Етĕрне районĕ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429068 Ядринский район с.Советское ул.Советская д.26
Телефон: 8(83547) 64-2-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика