Таушкасинский территориальный отдел Цивильского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сар кун тĕнчин шевли /Анатолий Розов ÿнерçĕ çуралнăранпа 80 çул çитнĕ май/

12 октября 2013 г.

«Тепĕр хут калас тетĕп сан ĕçÿсем пирки: мĕн чухлĕ ытларах пăхатăн вĕсем çине - ытларах та ытларах ăнланма пуçлатăн. Пултаратăн. Тав сана», - çырнă Г.И.Исаев /14.10.1997/. Геннадий Ильич чăваш наци юхăмĕнче чи тиркевлĕ, критикăллă шухăшлавçăччĕ. Шурра шурă тетчĕ, хурана - хура. Чăвашра критика - йывăр сăмах. Куç хыçĕнче мар - куçран калатчĕ ватă хăй мĕн шутланине. Çавăнпа Розовăн «Халал кĕнекинчи» /çапла ят панăччĕ Анатолий Сидорович мастерскойĕнчи хăна кĕнекине, килен-каяна вăл асăнмалăх мĕн те пулин çырса хăварма ыйтатчĕ/ аслă юлташăмăрăн шухăшĕ пĕлтерĕшлĕ туйăнчĕ.

Анатолий Розов вăрттăнлăх пулнине çирĕплетме мăшăрĕ Марина каланине те илсе парам /Розов хĕрĕх кунне аса илсе ирттернĕ каç/: «Çынсем çапла калаççĕ: «Ой, эпир кун пеккисене юратмастпăр. Пире вăрмансем кирлĕ, тусем кирлĕ, юхан шывсем кирлĕ...» Малтан чăнах та ăнланмастăмччĕ. Сăнаса пăхсассăн - ÿкерчĕкĕсенче асамлăх пур. Сăнаса пăхмалла. Ахаль ним те курăнмасть. Кунта киçтĕкпе сăрă тĕкнĕ пек туйăнать, унта тĕкнĕ пек туйăнать».

Анатолий Сидоровичпа эпĕ 1993 çулта ун выставкинче паллашрăм. Юлташлантăмăр. Аудиоархива итлетĕп те - вилес умĕн нумаях пулмасть вăл мана: «Санпа калаçмасан кампа калаçас», - тени чуна ăшăтать. Çынна пĕлме пĕр пăт тăвар çисе ямалла теççĕ. Ахаль калаçман эпир унпа. Тĕпчевлĕн калаçнă. Чăнлăх шыранă. Розов вăртăнне епле ăнланнине эп вулаканĕсем патне çитерме тăрăшнă.

Иван Перовăн «Мĕншĕн?» радио кăларăмĕнче пĕр хĕрарăм Розова вăл тăхăр хут авланнипе телекуравра мухтанса ларнăшăн персе пăрахмалла тенĕччĕ.

Розовăн чăн тупсăмĕ вăл тăхăр хут авланнинче мар тетĕп. Чăваш халăхĕ валли вăл пин-пин ÿкерчĕк хăварса панă. Вĕсенче шырамалла Розов вăрттăнĕн тупсăмне. Анатолий Сидорович ахаль çын пулманнине, вăл хăйĕн миссине парăнса ĕçленине эпĕ яланах туйнă. Юлташăмăр пиртен ĕмĕрлĕхе уйрăлса кайсан вăл çĕр çине мĕн тума килни татах уçăмланчĕ.

«Таратăп Сарă кун çĕрне», - тет Иосиф Дмитриев «Суккăрланса юлсан...» йĕркепе пуçланакан ятсăр сăвăра.

...Таратăп Сарă кун çĕрне,

Кĕмĕл шăнкăравсем янăракан çĕре.

Унта кашни йывăç турачĕ хăй сассипе юрлать.

Кашни тумлам тĕнче кÿлли пулать.

Пĕр курăк тунинче пĕтĕм тĕнчемĕрĕн пуласлăхĕ вырнаçнă,

Пĕр çулçă лаппинче Этемлĕхĕн шăпи хăйĕн йĕрне хăварнă.

Унта эс калаçатăн чи çывăх çынсемпе,

Унта чĕлхемĕр ытлашши пек туйăнмасть,

Курни-илтни те суяна куçмасть.

Тарма кăна мар - Сар кун çĕрĕнчен Çĕр çине килме те пулать. Килмелле те. Поэтсен килмелле /Розов чунĕпе чăн-чăн поэт пулнă/. Килмелле те - кайнисене таврăнма вырăн хатĕрлемелле. Мартин Хайдеггер «Поэт вара мĕн-ма?» ятлă ĕçĕнче кун пирки ак мĕн тет: «Хăраман, теветкеллĕ çын пурнăç /бытие/ инкекне усса çавăрать. Ун пек çын вăл – юрăç. Услам илме юрламаççĕ вĕсем, хăйсен юррине ирĕксĕрлесе йышăнтармаççĕ. Вĕсен юррине тĕнчен шалти талккăшĕ хутшăнать. Анчах ун пек юрлама калама çук йывăр. Чĕререн тухмалла ун пек юрă. Çитменнине тата юрăçăн пурнăçĕ те хăй юрлакан юрă пек пулмалла. Вĕсем ахаль сывлăшпа сывламаççĕ - çÿл тĕнче сывлăшĕпе сывлаççĕ. Вĕсен юрри те – ахаль юрă мар. Вĕсен юрри - аслă тĕнче варринчен килекен варкăш. Çак варкăш-юрă пире тулаш тĕнчерен шалти тĕнче еннелле çавăрать. Çĕр чăмăрĕ çийĕн юхакан çавăн пек сăвă-юрă Çĕр чăмăрне тасатать, сăваплă тăвать». Нимĕç философĕ çавăн пек çавăрса калама, йывăр шухăш-кăмăла палăртма Райнер Мария Рильке сăмахĕсемпе усă курать: «Тулаш тĕнче талккăшне шалти тĕнче талккăшĕпе танлаштараймăн. Шалти тĕнче вĕçсĕр, вĕçĕмсĕр. Кайнисен тата анчах тĕнчене килмеллисен чунĕсем эпир шухăш-ĕмĕтпе çавăрнă вырăнтан кăмăллăрах хÿтĕ тупас çук».

«Живопиç вăл - юрă», - çырнă А.С.Розов кун кĕнекинче /1997, çу, 10/. «Тĕспе ÿкерни мĕн вăл? Пĕлĕтпе, çĕрпе, йывăçсемпе, çынсемпе пĕрле пĕр юрă юрлани» /1992, раштав, 13/.

Анатолий Сидорович юрринче /пултарăвĕнче/ Сар кун тĕнчин ахрăмне, варкăшне, шевлине сисекенсем пулнă-ши тесе эпĕ «Халал кĕнекине» тишкертĕм.

«Чуна мĕн «кисретрĕ»? «Вăйă карти», «Çăл умĕнчи анне», «Киров кĕперĕ», «Автопортрет»... Пурне те каласа тухаймăн. Эсир пурнăçа мĕнле тарăн курма пĕлни тĕлĕнтерет. Пĕр пăхсан, эсир ăслă, тепре сăнасан, пит туйăма хаклатăр. Аван! аван! аван! Çăтмах кĕтесĕ кунта. Сăрă чĕлхине пĕлекен Анатолий Сидорович умĕнче пуçа таяс килет» /Валерий Алексеев, 30.04.96/.

«Çут çанталăкăн шалтан тапса тăракан вăрттăн тĕсне туртса кăларса эпир те курмалăх ÿкерсе панишĕн тавтапуç. Çав çутă халĕ пирте те пур ĕнтĕ, çавăнпа та эпир те çут çанталăкпа çывăхлантăмăр» /Михаил Сунтал, 27.06.02/.

«Тĕлĕнмелле юмах, чăн-чăн пурнăç тата никам курман пуласлăх. Тĕлĕнмелле, тĕлĕнмелле, тĕлĕнмелле» /Нина Изедеркина,14.10.2001/.

«Сан пултарулăх шайĕ пирĕнтен пĕр ĕмĕр маларах пырать тесе каласшăн. Санăн ĕçсене пăхсан ĕлĕкхи чăваш тĕнчин çутă саманчĕсене куратăп» /Юрий Матросов, 1994.01.18/.

«Кашни картинăра космос. Хушмалли те, чакармалли те çук...» /Николай Мордяков, 1993, авăн/.

«Сирĕн илемлĕ тĕспе ÿкернĕ ĕçсем ман чуна çав тери çывăх. Ăшра канлĕх, ачалăхра вырнаçнă аса илÿсем, туйăмсем, курăмсем çĕкленеççĕ. Чăваш ялĕнче çуралнă, чăвашлăха пĕчĕкрен хăнăхнă ача тĕнчене кунран кун ăнланса пырать. Амăшĕ каçсерен ĕне сунă сас, ашшĕ лаша тăварни, çав вăхăтра ашшĕпе амăшĕ ыранхи кун çинчен майĕпен васкамасăр калаçни: «Ялти лавккана сатин килнĕ теççĕ, çав шăпăрлансене кĕпелĕх кирлĕ, илмелле пуль», «паян кун усăллă иртрĕ, ыран та тур пулăштăр...» Тем çинчен те тупăнать сăмах сăпайлă чăваш çыннисен килте. Пĕчĕк шăпăрлан хăй те пĕлмест çав кун, çак самант ун чунне яланлăхах вырнаçнине. Ÿссе пынă май урăх савăнăç. Пĕрремĕш хут амăшĕпе çум çумлани, утă çулни, каçхи сулхăнра ывăннă хыççăн алăк умĕнче шурă хурăн çулçисен шăпăр-шăпăр сассине тăнласа ытарлăн канса ларни. Мĕнле лайăх вăхăт. Мĕнле ытар! Юхан шыв сасси, каçсерен хут купăс янрани. Ирхи, урана кăтăклакан шăрçа сывлăм! Мĕн чухлĕ туйăм вырнаçма пултарать чăваш ачин чунне.

Сирĕн ÿкерчĕксем çине пăхсан çав ачалăхра, тăван килти ырлăх çĕнĕрен çĕкленсе çуралать. Эп сасартăк ăнланса илтĕм: манра кăна мар иккен - кашни çынра çав туйăм пур. Эсир хăвăр пултарулăхпа, ăнланупа тата темле асамлă вăйпа çав ăшри асран кайми ырлăха тĕссемпе пирĕнпе калаçатăр. Тĕлĕнмелле пулин те эпир ăнланатпăр. Эп хама çĕнĕрен çуралнă пек туяп. Сирĕн пултарулăх мана тĕлĕнтерет, савăнтарать, çав вăхăтрах нихçан иртми тунсăха пăлхатать» /Мария Радова, 04.03.1995/.

«Эсир - Тăрвашран, эсир - космосран. Ÿкерчĕксем сирĕн космос вăйĕллĕ. Çавăнпа вара вĕсене алла илсен вĕсем çÿлелле хăпартаççĕ. Энерги космосран параççĕ. Космоса вĕçсе каяр. Часрах вĕçсе çитер пирĕштисем патне! Çак шухăшсем килчĕç сирĕн мастерскойĕнче, ытла та хăватлă, илемлĕ ÿкерчĕксен хушшинче, вăй паракан ÿкерчĕксем таврашĕнче» /Ольга Тимофеева, 19.11.93/.

«Эс - гениллĕ художник, ноосферăпа çыхăннă, вун тăхăр ĕмĕр пурăнакан шур сухаллă çамрăк чăваш. Уçлăх вăйĕ, чунĕ санра» /Георгий Фомиряков, 1999/.

«Тĕлĕнмелле хăватлă та асамлă ÿкерчĕксем. Кашни хăйне май юрланать. Чуна тыткăнлать. Ÿнерçĕн чунĕ кашни ÿкерчĕкрех хĕвел пек çуталса курăнать, хăй тĕнчине йыхăрать. Çав тĕнчене кĕме пĕлсессĕн унтан тухас та килмест» /Анатолий Хум, 2000/.

«Санăн хушамату - Кĕрен, эс халăх асăмне кĕрен. Кун пирки иккĕленÿ çук, мĕншĕн тесен санăн пĕтĕм пултарăву тĕнче культури халĕччен пухнă культурăпа, чăвашлăх туйăмĕпе, хăвăн иксĕлми пуян чунупа хутшăнтарса, эсĕ хăвна кура кăна тивĕçлĕ ÿнерлĕх тăватăн, чăн чăвашлăх ячĕпе ĕçлетĕн. Эпĕ ĕненетĕп: сан яту тĕнче тавра темиçе пин хут çаврăм тусан та яланах Чăваш çĕр-шывĕнче хăйĕн тăванлăхне, несĕлĕхне тупĕ, ĕмĕрлĕхе ылтăнпа çырса хăварĕ - çак çĕр сана çуратнă, çын тунă, çунат панă. Эсĕ çак чăваш умĕнче мĕн чухлĕ парăмлă, санăн пултарăву та çавăн пекех таврăнуллă, халăхлă» /Василий Эктел, 21.11.93/.

«Сирĕн мастерскойра пулнă хыççăн «çăтмах кĕтесĕ» мĕн иккенне пĕлтĕмĕр» /Айгульпа Рустам /Дагестан/, 02.09.99/.

 Юрий ЯКОВЛЕВ

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика