Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Те асфальт çул темелле, те…

07 октября 2013 г.

Районти çулсемшĕн яваплисем çĕрле лăпкă çывăраççĕ-ши?

Ялта пурăнакан çынсене калаçтаракан, пăшăрхантаракан пулăмсенчен пĕри вăл – яла пырса кĕмелли çулсем япăххи е пачах пулманни. Нумаях пулмасть район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров ертсе пынипе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тата çулсене пăхса тăракан подрядчиксемпе канашлу иртнĕ. Унта районти çулсем çинче юсав ĕçĕсем ирттересси пирки сăмах пынă. Александр Викторович çулсене пăхса тăрас ĕçе вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçламалли, подрядчиксен яваплăх пирки манмалла марри пирки каланă. Райадминистрацин инфратытăм аталанăвĕпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальник тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Магаськин районти автоçулсен 90 процентне юсанине пĕлтернĕ.

Канашлу пĕтĕмлетĕвĕсемпе çакăн пек йышăну тунă – автоçулсем çинчи юсав ĕçĕсене октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле...

Ку сăн ÿкерчĕке эпĕ октябрĕн 2-мĕшĕнче турăм. Унта хăш яла пырса кĕмелли "çула" сăнлани пĕлтерĕшлех те мар пулĕ, мĕншĕн тесен кун пек арканса пĕтнĕ, шăтăк-путăклă асфальт чылай çĕрте курма пулать районта. Çак "çула" пăхса тăрассишĕн кам яваплă пулнине вара пĕлтеретĕп – Руслан Николаевич Лисаев уйрăм предприниматель. Яваплă çулсем çине çулталăкне икĕ хут хăйăр сапса, вак чул е кирпĕч хурса тухнипех çырлахать çак подрядчик. Çулла тата пĕр ăстăрккă сăмала ирĕлтерсе шăтăк-путăксене витресемпе ярса тухкаларĕç. Вăт, çулсене юсани пулчĕ те. Асфальчĕ вара паянхи кун та "вăрçă вăхăтĕнчи" пекех – бомба пăрахса сирпĕтсе пĕтернĕ тейĕн. Яла машинăсемпе кĕрсе çÿрекенсем (ахаль çынсем çеç мар, пуçлăхсем те пĕр пекех çÿреççĕ-ха та çак çулпа...) мĕн тери нушаланнине чухлать-ши çак подрядчик, чухлать пулсан, çĕрле лăпкă çывăрать-ши? Шкул автобусĕсем те ку çулпах çÿреççĕ, çакă та пулин шухăша ямалла пек...

Районти çулсем çинче юсав ĕçĕсем ирттернĕ, ку ĕçе палăртнинчен 90 процент пурнăçланă терĕмĕр. Сăн ÿкерчĕкри çул ытти 10 проценчĕ шутне кĕрет-ши? Ăна мĕншĕн, çÿлерех асăннă канашлура палăртнă пек, октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне юсаман? Тен, район ертÿçисен подрядчиксенчен тата çирĕпрех ыйтмалла? Унтан та ытла, техникăпа юсав ĕçĕсем ирттерме кирлĕ материалсем çителĕксĕр подрядчиксене çулсене пăхса тăма шанмалла та мар?

Тĕрĕссипе вара, çакăн пек шăтăк-путăклă çулсем çине çĕнĕ асфальт сарнине нимĕн те çитмĕ. Анчах хăçан пулĕ-ши вăл?..

Алина ИТТИ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика