Красночетайское сельское поселениеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекенсене саламларĕç

09 октября 2013 г.

Тунти кун, октябрĕн 7-мĕшĕнче, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче Учитель кунне халалланă савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Професси уявĕпе педагогсене Чăваш Республикин Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕ Татьяна Минина, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн Валерий Павловăн пулăшуçи Александр Кузнецов, вĕрентÿпе курăмлăх хатĕрĕсен Чăваш Республикинчи коллекторĕн директорĕ Николай Никитин, район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ – вĕренÿ пайĕн начальникĕ Алексей Порфирьев саламларĕç, пархатарлă ĕçре çитĕнÿ тунă вĕрентекенсене наградăсемпе хисеп хучĕсем парса чысларĕç.

Хисеплĕ ята тивĕçнĕ вĕрентекенсем

Палăртмалла, районти пилĕк педагог "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" кăкăр çинче çакмалли паллăна тивĕçрĕ. Вĕсем: район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕ Алексей Порфирьев, Атнарти шкул директорĕн çумĕ Галина Тимофеева, Серенкассинчи пуçламăш шкул-ача сачĕн "Пилеш" ушкăнĕн воспитателĕ Людмила Максимова, Хĕрлĕ Чутай шкулĕн пуçламăш классен вĕрентекенĕ Надежда Хохлова тата Мăн Этменти истори учителĕ Николай Полозин.

Раççей Федерацийĕн Вĕренÿпе наука министерствин Хисеп грамотисене "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕн тренер-преподавателĕ Николай Судаков тата Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче историпе обществознани предмечĕсене вĕрентекен Тамара Иванова тивĕçрĕç.

Вĕренÿ сферинче çитĕнÿ тунăшăн

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн Николай Маловăн премине тивĕçнĕ педагогсем çаксем: Любовь Кашкирова (Хĕрлĕ Чутай), Нина Ишмейкина (Штанаш), Людмила Ермолаева (Питĕркасси), Мария Кабардаева (Мăн Этмен), Николай Игушкин (Атнар). Çавăн пекех Николай Владимирович район пурнăçне активлă хутшăннăшăн Сергей Кудряшов (Атнар), Ирина Романова (Хĕрлĕ Чутай), Вера Парикова (Штанаш), Лариса Бармина (Хусанушкăнь) шкул директорĕсене "Единая Россия" партин Хисеп грамотисене парса чысларĕ.

Ăслă та ырă педагогсем

Учитель кунне район пуçлăхĕн Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ вĕрентекенсем те пулчĕç: Надежда Тимакова (Хĕрлĕ Чутай), Сергей Мигушкин (Атнар), Николай Фадеев (Мăн Этмен). Çавăн пекех асăннă çырăва район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Валентина Столярова тивĕçрĕ.

Район администрацийĕн Хисеп грамотисене Альбина Михеевапа (Мăн Этмен) Нина Абакумова (Хĕрлĕ Чутай), Тав çырăвĕсене Вера Ивановапа (Хĕрлĕ Чутай) Раиса Данилова (Мăн Этмен) илме тивĕç пулчĕç.

Унтан район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕ Алексей Порфирьев тата профсоюз организацийĕн председателĕ Татьяна Улянды вĕренÿ сферинче çитĕнÿ тунă педагогсене Хисеп грамотисемпе наградăларĕç.

Чăваш Республикин чысне хÿтĕлекенсем

Савăнăçлă мероприяти кăмăллă самантсемсĕр иртмест. Çак кун Хĕрлĕ Чутай шкулĕн çамрăкĕсене – салтак çулне çитмен каччăсен командине – тата Çĕн Атикассинчи спортсменсене – "Президент ăмăртăвĕсен" çĕнтерÿçисене – чысларĕç.

Аса илтеретпĕр, Хĕрлĕ Чутай каччисем Раççей шайĕнче иртнĕ Атăлçи тата Урал федераллă округĕсенчи çамрăксен Спартакиадинче Чăваш Республикин чысне хÿтĕлесе иккĕмĕш вырăна тухма пултарчĕç. Вĕсене пурне те Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов ячĕпе укçана тивĕçнине ĕнентерекен сертификатсем пачĕç.

Ĕнер Хĕрлĕ Чутай шкулĕн команди Эдуард Романов ертÿçĕпе пĕрле Тутар Республикинчи Нижнекамск хулине финал ăмăртăвĕсене хутшăнма тухса кайнă. Çитес вăхăтра вĕсен Раççейри чи вăйлă командăсемпе – Рязань, Липецк, Тверь, Ленинград, Ростов, Томск, Пенза облаçĕсенчи, Тутар, Хакаси тата Çурçĕр Осети-Алани Республикисенчи, Красноярск тăрăхĕнчи, Автономиллĕ Ханты-Манси округĕнчи, Санкт-Петербург хулинчи салтак çулне çитмен çамрăкĕсемпе – тупăшма тивĕ.

Районти тепĕр паллă пулăм – Çĕн Атикасси шкулĕн командине "Президент ăмăртăвĕсенче" çĕнтернĕ ятпа вĕрентÿпе курăмлăх хатĕрĕсен Чăваш Республикинчи коллекторĕн директорĕ Николай Никитин сертификатсем тата хаклă парнесем парса чыслани.

А.ВАСЮКОВА.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Красные Четаи
Телефон: 8(83551) 2-13-61
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика