Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурăнма юрăхсăр çуртсенчен куçарасси пирки канашланă

07 октября 2013 г.

Сентябрĕн 30-мĕшĕнче Шупашкарта Раççей Президенчĕн Атăлçи федераллă округĕнчи полномочиллĕ Представителĕ çумĕнчи Канашĕн ларăвĕ иртнĕ.

Унта авари пулма пултаракан тата пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен куçармалли программăна пурнăçлассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Мероприятие уçнă май Раççей Президенчĕн Атăлçи федераллă округĕнчи полномочиллĕ Представителĕ Михаил Бабич Раççей Президенчĕ Владимир Путин граждансене пурăнма юрăхсăр çуртсенчен куçармалли программăн срокне тăсмалли пирки хушу пани пирки каланă, тавлашуллă ытти ыйтусем çинче чарăнса тăнă.

Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев калаçнă, авариллĕ çуртсенчен пурăнакансене кăларассипе çыхăннă кулленхи йывăрлăхсем, палăртнă тытăмри ĕç-хĕл аталанăвĕ çинче чарăнса тăнă. Михаил Бабич Михаил Игнатьевăн докладне тарăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ тенĕ, вăл кашни регионшăн витĕмлĕ пулнине каланă.

Журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравланă май Михаил Бабич авариллĕ çуртсенчен куçармалли программăна пурнăçлассин вăхăтне Владимир Путин çирĕп тĕрĕслесе тăнине асăннă.

А.СЕМЕНОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика