Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иккĕмĕш вырăна тухнă

09 октября 2013 г.

"Тăван çĕр ывăлĕсем" ятпа офицерсен тухса çÿрекен пухăвĕ иртнĕ октябрĕн 5-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнче.

Ăна "Раççей Федерацийĕн гражаднĕсен патриотизмла воспитанийĕ" патшалăх программине пурнăçа кĕртсе йĕркеленĕ. Асăннă мероприяти вăхăтĕнче Сĕнтĕрвăрринчи спорткомплексра "Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме хатĕрленетпĕр" ятпа республикăри кадетсемпе çамрăк армеецсен смотр-конкурсĕ иртнĕ. Етĕрне, Вăрнар, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Канаш, Çĕрпÿ, Шупашкар районĕсенчи тата Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар районĕсенчи 14 команда пилĕк номинацире тупăшнă: стройпа утнă, Тăван çĕр-шыв историне мĕнле пĕлнине кăтартнă, Калашников автоматне сÿтсе пухнă, вăй-хал хăнăхтарăвĕсене тунă, бал ташши ташланă. Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен кадетсем автомат сÿтсе пухассипе чи маттуррисем пулнă, Кубока тивĕçнĕ. Командăсен пĕтĕмĕшле ăмăртăвĕн кăтартăвĕсемпе вара 2-мĕш вырăна тухнă.

А.КАРПОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика