Красночетайское сельское поселениеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх пулăшăвĕ курăмлă

09 октября 2013 г.

Ял çыннисем харпăр хăй хушма хуçалăхне аталантарса пыни куç умĕнчех. Çултан-çул уйрăм хуçалăхсем тĕрекленсе, вăй илсе пыраççĕ. Чылайăшĕ, паллах, çак тĕлĕшре патшалăх пулăшăвĕпе усă курать.

Акă, октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне çăмăллăхлă кредитсемпе районти 531 уйрăм хуçалăх усă курнă, 105,1 миллион тенкĕлĕх кредит илнĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе уйрăмах Ачкасси (68 хуçалăх кредит илнĕ) , Атнар (55), Питĕркасси (48) ял тăрăхĕсенче пурăнакансем активлă усă кураççĕ.

Хушма хуçалăх тытса пыракансене районта виçĕ банк кредитсемпе тивĕçтерет. Сăмахран, октябрь уйăхĕ тĕлне Раççей Перекет банкĕ 285 çăмăллăхлă кредит 51661 пин тенкĕлĕх панă. Раççей ял хуçалăх банкĕ – 245 çăмăллăхлă кредит 53145 пин тенкĕлĕх, Чăвашкредитпромбанкăн уйрăмĕ – 300 пин тенкĕлĕх пĕр кредит.

Патшалăх уйăрса панă укçа-тенкĕпе халăх ытларах ял хуçалăх техники, выльăх туянать, выльăх-чĕрлĕх усрамалли хуралтăсене çĕнетет.

А.Замуткина

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Красные Четаи
Телефон: 8(83551) 2-13-61
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика