Красночетайское сельское поселениеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юбилей медальне тивĕçнĕ

09 октября 2013 г.

Нумаях пулмасть район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров ертсе пынипе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.

Унта тишкернĕ ыйтусенчен пĕри культура ĕçченĕсен ĕç ук-ипе çыхăннă. Район администрацийĕн культурăпа спорт тата архив ĕçĕсен пай начальникĕ Александр Самсонов пĕлтернĕ тăрăх, культура ĕçченĕсен шалăвĕ октябрĕн 1-мĕшĕнчен 5,5 процент ÿснĕ. Ку сферăра ĕçлекенсем вăтамран уйăхра тăхăр пин ытла тенкĕ илсе тăраççĕ. Çавăн пекех Александр Николаевич культура учрежденийĕсем халăха тивĕçтерекен тÿлевлĕ пулăшусем çинче те чарăнса тăнă. Сакăр уйăх хушшинче вĕсем районта пурăнакансене 600 пин тенкĕлĕх пулăшу панă.

Ларăва райадминистрацин информатизаци секторĕн заведующийĕ Федор Вахтеров та хутшăннă. Вăл ял тăрăхĕсен сайчĕсене, унти пайсене вăхăтра тата тивĕçлĕ çĕнетсе тăманни пирки каланă.

Лару вĕçĕнче Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Етĕрнепе Хĕрлĕ Чутай районĕсен уйрăмĕн начальникĕ Александр Прокопьев район администрацийĕн пуçлăхне Александр Башкирова, Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхне Александр Кузнецова çамрăксене çар ретне тăратас ĕçре тачă çыхăнса ĕçленĕшĕн тав тунă май "РФ Оборона министерствин çар комиссариачĕсене – 95 çул" юбилей медальне парса чысланă. Çавăн пекех медале Хĕрлĕ Чутай шкулĕн вĕрентекенĕ Эдуард Романов та çитĕнекен ăрăва çарпа патриотизмла воспитани парас енĕпе пысăк тÿпе хывнăшăн тивĕçнĕ.

А.ДМИТРИЕВА.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Красные Четаи
Телефон: 8(83551) 2-13-61
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика