Красночетайское сельское поселениеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Олимп çулăмĕн эстафети

09 октября 2013 г.

Сентябрĕн 29-мĕшĕнче грексен авалхи Олимпи хулинче Сочири XII хĕллехи Олимп вăййисене халалланă çулăма савăнăçлă ларура чĕртнĕ. Йĕркелÿ комитечĕ чĕннипе унта икĕ хут тĕнче чемпионĕ, Раççей хоккеисчĕ Александр Овечкин хутшăннă.

Грецири 33 хулапа 23 облаçĕ витĕр – 2000 километр кая хăварса – çулăм Мускава çитнĕ. Октябрĕн 7-мĕшĕнче "Сочи-2014" Олимп çулăмĕн эстафети Хĕрлĕ лапамран пуçланнă.

Хĕллехи Олимп вăййисен историйĕнче ку эстафета чи вăрăмми пулĕ. Вăл 123 кун хушшинче çĕр-шыври 65 000 километр çула кая хăварĕ, 8 субъектри 2900 хулана çитĕ (Калининградран пуçласа Владивостока çитиччен), 14 пин çын çулăм çуткăçне çĕклесе курĕ. Олимп çулăмĕ çĕр-шыв тăрăх автомобильсемпе, поездсемпе, самолетсемпе, вырăссен тройкипе, кÿлнĕ пăлансемпе çÿрĕ. Йĕркелÿçĕсен шучĕпе, Олимп çулăмĕн çул çÿревне Раççейре пурăнакансен 90 проценчĕ, 130 миллион çын, курма, хутшăнма пултарать.

Сăмах май, Олимп çулăмĕ Шупашкара декабрь вĕçĕнче тин çитĕ. Тĕп хуламăрăн урамĕсемпе, 30 километра яхăн, 160 çын çĕклесе утĕ. Çак мероприятие Пĕтĕм тĕнчери Универсиадăна хутшăннă, çулăм çуткăçĕпе ĕçлесе курнă 300 ытла волонтер хутшăнĕ. Çулăм çĕклекенсен шутĕнче тĕрлĕ çулсенчи професси çыннисем пулĕç: спортсменсем, обществăлла деятельсем, педагогсем, врачсем, тренерсем, çамрăксемпе пенсионерсем.

Эстафета 2014 çулхи февралĕн 7-мĕшĕнче Сочири "Фишт" стадионра, Олимп вăййисем уçăлнă вăхăтра, вĕçленĕ.

А.ДМИТРИЕВА.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Красные Четаи
Телефон: 8(83551) 2-13-61
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика