Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай функциллĕ центр пулăшать

02 октября 2013 г.

Раççей Федерацийĕнче, «пĕр чÿрече» принциппа патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ парассине йĕркелес тĕллевпе ку енĕпе ĕçлекен центрсен анлă сетьне туса хунă. Чăваш Республикинче çак ĕçе явăçтарма ялсенчи тĕслĕх библиотекисене палăртнă. Элĕк Енре вара лару-тăру еплерех-ши; Çавăн çинчен районти тĕп библиотека директорне Р.М.Гордеевăна каласа пама ыйтрăмăр.– Раиса Митрофановна, çĕнĕлле ĕçе хăш вулавăшсенче йĕркеленĕ-ха;– Районти çичĕ тĕслĕх библиотеки «пĕр чÿрече» принциппа халăха патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ параççĕ. Ку ĕçе чи малтан пуçаракансем Мăн Вылăри, Ехремкассинчи, Юнтапари тĕслĕх библиотекисем пулчĕç. Çывăх вăхăтрах Ураскилтри, Тавăтри, Чăваш Сурăмĕнчи, Шĕмшешри вулавăшсем те çĕнĕлле ĕçе кÿлĕнĕç. Ку культура учрежденийĕсене нумай функциллĕ хатĕрсемпе – сканерпа, принтерпа, ÿкерсе илмелли (коопириальнăй) техникăпа тивĕçтернĕ. Кирлĕ программăна та лартса панă.– Библиотекăсен базинчи офиссем мĕн тăваççĕ;– Вĕсем патшалăх пулăшăвĕ пама ĕç хучĕсем (документсем) йышăнаççĕ. Çавăн пекех «пĕр чÿрече» режимпа пулăшу кăтартăвне парать.– Паянхи нумай функциллĕ центр пирки мĕн каланă пулăттăр;– Çакă вăл заявленипе тухнисене çĕрпе пурлăх, социаллă пулăшу пани. Куçман пурлăх енĕпе правăна регистрацилеме те пулать. Вулавăша пĕр хутчен кайнипех темиçе тĕрлĕ пулăшу илни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.– Пулăшăва тÿлевсĕрех илме пулать-ши;– Çапла, тÿлевсĕрех. Паллах, саккунпа килĕшÿллĕн тÿлевсем пулмасан. Патшалăх пошлини, пурăнмалли çурт-йĕре приватизациленĕ, Кадастр тата ытти ĕçсене ирттернĕ чухне вара тÿлеме тивет.– Нумай функциллĕ пулăшу мĕн енчен меллине те асăнар-ха.– Çĕнĕлле пулăшу илнĕ чухне малтанхи пек учрежденисем тăрăх çÿремелле мар. Çапла вара хаклă вăхăт усăсăр çухалмасть. Черетре тăмалла марри те аван.– Вулавăшсем документсем йышăнса пулăшу кăтартăвĕпе тивĕçтерессипе кулленех ĕçлеççĕ-и;– Нумай функциллĕ центрсем ку енĕпе халăха эрнере виçĕ кун – тунтикун, юнкун, эрнекун 10-17 сехетсенче йышăнаççĕ, 12-рен пуçласа 13-ччен – апат вăхăчĕ.Библиотека ĕçченĕсем халăха информаци парассипе те ĕçлеççĕ. Информаци стенчĕсем йĕркелеççĕ. Нумай функциллĕ патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ парасси çинчен информацие валеçсе памалли материалсем те хатĕрлеççĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429242, Аликовский район, с. Большая Выла, ул. Калинина, д. 1
Телефон: 8(83535) 51-2-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика