Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортпа туслă ертÿçĕсем – ыттисемшĕн тĕслĕх

18 сентября 2013 г.

Шăмат кун, сентябрĕн 14-мĕшĕнче, Шупашкарти "Олимпийский" стадионта "Советская Чувашия" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика эстафети иртрĕ. Республикăн спорт пурнăçĕнче пулса иртекен паллă пулăмсенчен пĕрине пирĕн район çыннисем те, çав шутра редакци ĕçченĕсем, активлă хутшăнаççĕ. Асăннă спорт уявĕнче пĕчĕк ачасемпе ватă çынсем, шкул ачисемпе студентсем, тĕрлĕ организаци, учреждени, предприяти ĕçченĕсем, ертÿçĕсем, министрсемпе депутатсем те старта тухаççĕ. Палăртмалла, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та Андриян Николаев летчик-космонавта халалланă çăмăл атлетика чупăвне çулсеренех хутшăнать.

Асăннă эстафета – пресен спорт фестивалĕн иккĕмĕш тапхăрĕ. Пĕрремĕшĕ вара районсенче иртет. Пирĕн районта вăл сентябрĕн 12-мĕшĕнче пулчĕ. Район хаçачĕн парнисене çĕнсе илессишĕн пынă ăмăртăва чылай çын хутшăнчĕ, вĕсем хушшинче тĕрлĕ ертÿçĕсене те курма пулчĕ. Акă, Кив Атикасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Чертов, Мăн Этмен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Татьяна Артемьева старта тăнине палăртас килет. Вĕсем те чупни ыттисене хавхалантарчĕ пулинех, мăнэтменсемпе киватикассисем çĕнтерÿ пьедесталĕ çине хăпарма пултарчĕç. Ытти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем старта тухма тăхтаса тăчĕç пулас, çапах та хăйсен тăрăхĕнчи спортсменсене хавхалантарма стадиона çитме вăхăт тупнă вĕсем. Пантьăк тата Штанаш ял тăрăхĕсенче пурăнакансем асăннă эстафетăна хутшăнманни (шкул ачисене шутламасан) тĕлĕнтерчĕ, паллах. Ытти çулсенче Пантьăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виталий Музяков та старта тухаканччĕ, кăçал вăхăт тупайман пулинех.

Старта тухнă ытти ертÿçĕсене те ятранах асăнас килет: райадминистраци пуçлăхĕн çумне – ял хуçалăх управленийĕн начальникне Владимир Храмова, "Нива" ЯХПК директорне Владимир Мурайкина, "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕн директорне Вячеслав Дадюкова район хаçачĕн парнисемшĕн пынă чупура курма питĕ кăмăллă пулчĕ. Вĕсем хăйсем спортпа туслă пулнине, сывă пурнăç йĕркине тытса пынине кăтартрĕç, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăчĕç. Хăйсем ертсе пыракан учреждени-предприяти командисемпе пĕрле стадиона тухма вăхăт тупнă ытти ертÿçĕсем те ырă сăмаха тивĕç тесе калас килет.

А.КАРПОВА

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика