Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче – 30 çул ытла

02 октября 2013 г.

Минслу Сахровăна Урмаел тăрăхĕнче пĕлмен çын та çук. «Ачаранах килĕштернĕ çак ĕçе. Пурнăç çулĕпе çĕнĕрен утма тÿр килсен те хамăн профессиех суйланă пулăттăм», — тет шурă халатлă ĕçчен.

Паянхи кун Минслу Миназимовна Урмаелĕнчи çемье врачĕн офисĕнче медсестрара тăрăшать. Хăйне шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Ахальтен мар ĕнтĕ ун пирки ял-йыш ыррине кăна калать.

«Минслу аппа вăл пирĕн — вырăнти «васкавлă пулăшу». Ыратнипе, чирленипе кăна мар, сĕнÿ-канаш ыйтма та ун патне çÿретпĕр. Вăл талăкра 24 сехет ĕçре. Мĕншĕн тесен килне те пулăшу ыйтма пыратпăр, кĕсье телефонĕпе те шăнкăравлатпăр», — теççĕ ун пирки.

Минслу Текмеева (хĕр чухнехи хушамачĕ çапла) Урмаелĕнче çуралса ÿснĕ. Ялти вăтам шкула пĕтерсен Канашри медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Яланах тăрăшулăхпа палăраканскер, ăна 1981 çулта ăнăçлă вĕренсе тухсан, Комсомольски районĕнчи тĕп больницăн ача-пăча уйрăмĕнче медсестрара ĕçлеме пуçланă.

Çын сывлăхĕшĕн яваплă пулма çăмăл мар, çавăнпа та ир е каç, çумăр е юр-тăман пулнине пăхмасăр чирлĕ çын патне çитсе пулăшу памалла. Минслу Миназимовна чирлисемпе калаçма кăмăллă та ăшă сăмах тупма пĕлни, инкеке лекнĕ çынсене хавхалантарма пултарни ăна кулленхи ĕçре пулăшу парса пынă, пырать те.

— 400 ытла чирлĕ çын диспансеризаци учетĕнче тăрать. Вĕсемпе тăтăшах профилактикăлла мероприятисем ирттеретпĕр. Акă кашнийĕн çулталăкра пĕр хутчен флюорографи витĕр тухмалла. Сывлăх çинчен маларах шутламастпăр çав, чире иртерех асăрхани, вăхăтра сипленни туллин сывалма май парать, — тăсрĕ калаçăва малалла М.Сахрова.

Виçĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ Сахровсем. Мăшăрĕ, Камиль Гарефетдинович, ĕçри тăрăшулăхĕпе ялта хисепре. Аслă ывăлĕ, Марат, хăйĕн пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Марсельпе Азат урăх регионсене ĕçлеме çÿреççĕ.

М.ИЛЛАРИОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика