Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Старта хăюллисем тухаççĕ

02 октября 2013 г.

Иртнĕ вырсарни кун Муркаш стадионĕнче халăх йышлă пулчĕ. Спорта кăмăллакансем Олимп чемпионкин Валентина Егоровăн парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетикăн республикăри уçă ăмăртăвĕн тата Наци кросĕн старчĕсене тухрĕç.

Пĕтĕмпе ăмăртусене 669 спортсмен хутшăнчĕ, вăл шутра аслисен 21 команди, шкул ачисен 22 команди тата 5 ача сачĕн ушкăнĕ.

Старта тухакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев саламларĕ, стартсенче ăнăçусем сунчĕ. Çавăнпа пĕрлех патшалăх физкультурăпа спорта аталантарассипе нумай ĕç тунине палăртрĕ. Муркаш районĕнчен паллă спортсменсем нумай тухнине каласа вĕсенчен тĕслĕх илме сĕнчĕ.

Çавăн пекех паллă спортсмен Нина Охотникова, РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Юрий Егоров спортпа туслă пулма сунчĕç.

Чи малтан старта пĕчĕккисем (2007 çулта çуралнисем тата кĕçĕнреххисем) тухрĕç. Нумайăшĕшĕн çак ăмăрту пĕрремĕш пулчĕ ĕнтĕ. Хăйсен пепкисемшĕн ашшĕ-амăшĕ пăлханни тупăшăва çивĕчлетрĕ кăна. Хĕр ачасенчен финиша пĕрремĕш Карина Григорьева («Березка» ача сачĕ) çитрĕ. Иккĕмĕшĕ – Анастасия Егорова, виççĕмĕшĕ – Надежда Кириллова (иккĕшĕ те «Путене» ача садĕнчен).

Арçын ачасенчен Константин Кроликов («Солнышко») çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшĕ – Илья Васильев («Солнышко»), виççĕмĕшĕ – Евгений Павлов (Шурча).

Унтан 2004 – 2006 çулсенче çуралнисем ăмăртрĕç. Вĕсен результачĕсем çапла:

Хĕр ачасем

1-мĕшĕ Даша Ашпарова (Туçи Мари районĕ),

2-мĕшĕ Дарина Волкова (Муркаш шкулĕ),

3-мĕшĕ Даша Антонова (Чуманкасси).

Арçын ачасем

1-мĕшĕ Данил Обрысков (Ярапайкасси),

2-мĕшĕ Максим Костин (Ярапайкасси),

3-мĕшĕ Станислав Албутов (Кашмаш).

2001 çулта çуралнисем тата кĕçĕнреххисем те старта тухрĕç. Çаксем çĕнтерчĕç:

Хĕр ачасем

1-мĕшĕ Анжела Федорова (Муркаш),

2-мĕшĕ Наталия Иванова (Сосновка),

3-мĕшĕ Мария Охлина (Калайкасси).

Арçын ачасем

1-мĕшĕ Сергей Белов (Муркаш),

2-мĕшĕ Игорь Павлов (Çатракасси),

3-мĕшĕ Владимир Кудряшов (Калайкасси).

1999 – 2000 çулсенче çуралнисем тупăшрĕç. Çаксем мала тухрĕç:

Хĕр ачасем

1-мĕшĕ Анна Милютина (Муркаш),

2-мĕшĕ Александра Вастрейкина (Калайкасси),

3-мĕшĕ Кристина Петухова (Калайкасси).

Арçын ачасем

1-мĕшĕ Стас Степанов (Çатракасси),

2-мĕшĕ Дмитрий Макаров (Туçи Мари),

3-мĕшĕ Александр Сорокин (Калайкасси).

1997 – 1998 çулсенче çуралнисем хушшинче çаксем палăрчĕç:

Хĕр ачасем

1-мĕшĕ Светлана Соколова (Ярапайкасси),

2-мĕшĕ Анастасия Ксенофонтова (Калайкасси),

3-мĕшĕ Нина Петрова (Нискасси).

Арçын ачасем

1-мĕшĕ Никита Николаев (Калайкасси),

2-мĕшĕ Кирилл Поствайкин (Туçи Мари),

3-мĕшĕ Николай Горбунов (Туçи Мари).

Хыççăн старта предприятисемпе учрежденисен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем е вĕсен çумĕсем тухрĕç. Пĕтĕмпе 18 çын пулчĕ ку ушкăнра.

Хĕрарăмсем хушшинче чупса Анастасия Костина çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшĕ – Джамиля Баранова, виççĕмĕшĕ – Анастасия Александрова.

Арçынсем хушшинче чупса пĕрремĕш вырăна Анатолий Иванов тухрĕ. Иккĕмĕшĕ – Павел Еронов, виççĕмĕшĕ – Николай Иванов.

Ветерансем те старта тухмасăр чăтаймарĕç. Хĕрарăмсенчен Тамара Александрова çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшĕ – Раиса Любимова, виççĕ-мĕшĕ – Лариса Смирнова. Арçынсенчен Ипполит Лобанов пĕрремĕш пулчĕ. Иккĕмĕшĕ – Станислав Федоров, виççĕмĕшĕ – Владимир Кольцов.

Ăмăртăва хутшăннă Арсений Прокопьев (2010 çулта çуралнă) чи çамрăк участник ятне тивĕçрĕ. Чи асли Станислав Федоров пулчĕ.

Командăсен пĕтĕмлетĕвĕпе результатсем çапла пулчĕç. Вăтам шкулсем хушшинче Калайкасси шкулĕ çĕнтерчĕ, кубока тивĕçрĕ. Иккĕмĕшĕ – Муркаш шкулĕ, виççĕмĕшĕ - Çатракасси шкулĕ.

Тĕп шкулсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Шетмĕпуç шкулĕ тухрĕ, кубока тивĕçрĕ. Иккĕмĕшĕ – Сосновка шкулĕ, виççĕмĕшĕ – Тойкилтĕ шкулĕ.

Предприятисемпе учрежденисен, ял тăрăхĕсен командисем хушшинче  Муркаш ял тăрăхĕ çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшĕ – Катькас ял тăрăхĕ, виççĕмĕшĕ – Ильинка ял тăрăхĕ.

Ăмăртусенче мала тухнисене паллă спортсменсем Алина Иванова, Нина Охотникова, Вера Соколова чысларĕç, ăнăçусем сунчĕç.

А. ИВАнов.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика