Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Обществăлла ĕçĕн витĕмĕ пурах

02 октября 2013 г.

«Общество витĕмĕ тени хальхи вăхăтра пур-ши; Ман шутпа вара çынсем çине общество витĕм кÿресси пĕтнĕ.

Ĕçлекен çыннăн кашнинех ĕç паракан пур. Çав ĕç паракансем, хăшĕсем, хăйсен коллективĕнче ĕçлекенсене «воспитани» парассипе мĕншĕн нимĕн те тумаççĕ; Обществăлла организацисем ăçта; Халĕ совет саманипе танлаштарсан ирĕклĕ пурăнатпăр, анчах та ирĕк тени нимĕн те тумалла маррине пĕлтермест-çке.

Район хаçатĕнче нумаях пулмасть Москакасси ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнăччĕ. Пирĕн вара Муркаш ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашĕ вырăнта пурăнакансемпе мĕнле ĕçлет; Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки нимех те илтмен».

Çак йĕркесем В. Мастеров ĕç ветеранĕнчен килнĕ çыруран.

Автор хускатнă ыйтусем тимлĕхсĕр юлмалла мар паллах. Общество витĕмĕ вара пачах та çук темелле мар пулĕ. Пирĕн районти обществăлла организацисем те хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе çакна çирĕплетеççĕ. Муркаш тăрăхĕнче обществăлла организацисем сахал мар: хĕрарăмсен канашĕ, ветерансен канашĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи обществăлла канаш, куç курманнисен вырăнти организацийĕ, Афганистанта хăйсен тивĕçне пурнăçланă ветерансен обществăлла организацийĕн вырăнти канашĕ тата ыттисем те. Муркашри вăтам шкулта йĕркеленĕ «Родина» çарпа патриот клубĕ те обществăлла организаци шутланать. Çапла вара тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем районăн обществăлла пурнăçне активлă хутшăнаççĕ, хăйсен ĕçĕпе, пултарулăхĕпе нумайăшĕшĕн тĕслĕх вырăннех. Вĕсен витĕмĕ те пур-ха. Акă район администрацийĕ çумĕнчи çул çитменнисемпе ĕçлекен комисси членĕсем - район депутатĕнчен пуçласа психологсем таранах - пурте хăйсен ĕçне обществăлла майпа пурнăçлаççĕ. Апла пулин те комиссире «тĕл пулнă» чылай çемьен, çамрăксен шăпипе ыт ахальтен интересленмеççĕ, тĕрĕс çул çине тăратас тесе сахал мар тăрăшаççĕ.

Ĕç паракансем хăйсен сотрудникĕсене «воспитани» парасси чи малтанах ĕç параканран хăйĕнчен килет пулĕ. Пирĕн районта юлашки çулсенче «Моргаушская» МСО, Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр райповĕсем, Муркашри тĕп больница, шалти ĕçсен пайĕ, «Сывлăх» ФСК тата ытти хăш-пĕр коллективсем активлăхпа палăрнине асăрхама пулать. Асăннă коллективсенчи ĕçченсене чылай мероприятире курма хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Вĕсем обществăлла мероприятисем ирттерме укçа-тенкĕпе те пулăшаççĕ. Çак мероприятисем вара пĕр çыншăн кăна мар, пуриншĕн те.

Автор хĕрарăмсен канашĕ пирки сăмах хускатнă. Хĕрарăмсен районти канашĕн ĕç-хĕлĕ пирки хаçатра пĕлтерсех тăратпăр. Кăларăма хатĕрлес умĕн вара Муркаш ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашĕн ертÿçипе Раиса Аксендаровăпа курса калаçрăмăр.

Раиса Павловна çак обществăлла ĕçре 1986 çултанпа. Çавăнпа та вăл обществăлла ĕçĕн витĕмĕ пур тесе калани нимĕнпе те никĕсленмен сăмах мар ĕнтĕ. Муркаш ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашĕн ĕçĕнче хăйне евĕрлĕх пур темелле: район центрĕнче пурнăç ахаль те вĕресе тăнăран  хĕрарăмсен канашĕ ял тăрăхĕнчи ытти ялсене ытларах тимлĕх уйăрма тăрăшать.

- Пур уява та усăллă ирттерме тăрăшатпăр: ватă çынсен уявĕ-и вăл, Ачасене хÿтĕлемелли кун-и - кашнин хăйĕн пĕлтерĕшĕ пур-çке. Ачасене ватă çынсене хисеплемеллине вĕрентмелле, аслă ăрурисене вара ачасем хÿтлĕх, тимлĕх ыйтнине  аса илтермелле - пĕтĕмпех хире-хирĕç. Пĕр мероприятире, сăмахран, пирĕн хушăра инвалид ачасем пуррине, вĕсен те ытти ачасем пекех пултарулăх пуррине уçса пама тăрăшатпăр, тепринче çемье тĕрекĕ пирки калаçатпăр. Çурлатри ялĕнче вырнаçнă ача садне те çитсе килетпĕр, унта та калаçмалли пур пирĕн. Йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесене тимлĕх уйăрма тăрăшатпăр. Вĕсен çемйисенче килĕшÿ, ăнлану хуçаланма тытăнни, ашшĕ е амăшĕ эрех ĕçме пăрахни пире те савăнтарать, - çапла кĕскен паллаштарчĕ хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе Раиса Павловна.

Обществăлла ĕçĕн уссине, унăн результатне çийĕнчех курма çук çав. Çавăнпа та витĕмлĕ ĕç пурнăçлас тесен пĕр ăс кăна çителĕксĕр. Муркаш ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашĕ те çакна ăнланса мероприятисене тĕплĕн хатĕрленме тăрăшать. Ял тăрăхĕн администрацийĕпе килĕштерсе ĕçленине палăртать Раиса Павловна.

Активлăхпа палăрса тăракан хĕрарăмсем хăйсен обществăлла тивĕçне те яваплăх тесе йышăнаççĕ. Акă 2010 çулхи шăрăх çу кунĕсенче пĕве хĕрринчен татăлма пĕлмен ача-пăчана та «сыхланă» вĕсем. Интереслĕрех пултăр тесе ачасем валли шыв хĕрринче тĕрлĕ конкурссем ирттернĕ.

Тепĕр тесен Çурлатринчи «Çеçпĕл» эстрада ансамблĕ те  хĕрарăмсен хастарлăхĕсĕр çуралман. Халĕ вара ун пирки районти кашни ялтах пĕлеççĕ темелле, мĕншĕн тесен вĕсем çулсерен иртекен художество пултарулăхĕн смотр-конкурсĕнче малти вырăнсене тивĕçеççĕ.

Муркаш ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашĕ ытларах çемье, ашшĕ-амăшĕн пĕлтерĕшне ăнланма, çемьесене çирĕплетме пулăшакан мероприятисем йĕркелеме тăрăшать. Хĕрарăм çемьепе, ача-пăчапа уйрăлми çыхăннăран çакна тĕпе хурса ĕçлет.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика