Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канăçсăр чĕреллĕ пуçлăх

28 сентября 2013 г.

Хисеплĕ çак çын çинчен çырмасăрах пурте аван пĕлеççĕ тесе шутлатăп. Çапах та, юбилейĕ çитсе пынă май, ун кун-çулĕ тăрăх утса тухсан вырăнлă пулатех. Сăмахăм К.С.Мифтахутдинов çинчен пырать. Октябрĕн 1-мĕшĕнче пултаруллă ентешĕмĕр 60 çул тултарать.

Çирĕп вăй-халлă, çаврăнăçуллă та пуçаруллăскер çине пăхсан çак ÿсĕме тем тесен те параймастăн. Вăл «Газпром межрегионгаз Чебоксары» тата «Чувашсетьгаз» предприятисене чылайранпа ăнăçлă ертсе пырать. Çав вăхăтрах, тăваттăмĕш созыв ĕнтĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ те. Канмалли кунсенче яланах халăх хушшинче, хăйĕн суйлаканĕсемпе пĕрле Кияметдин Садыртдинович. Спорта та айккине сирсе хăвармасть, çуран е йĕлтĕрпе чупать, ентешлĕхпе е «Чăвашрегионгаз» командипе час-часах волейбол площадкине тухать, футболла вылять. Юратнă мăшăр, атте, асатте-кукаçи те. Вăт, çапла нумай тивĕç пĕр çыннăн. «Епле пур çĕре те ĕлкĕрет-ши?» — тесе шутлатăн вара.

Кияметдин Садыртдинович çуралнăранпа утса тухнă 60 çулĕнчен хĕрĕх çиччĕшне ĕçре ирттернĕ. Арçын ача вун виçĕ çултах «Алга» колхоз хирĕсенче тăрмашма пуçланă, аслисем мĕн хушнине пурнăçланă. Кĕçĕнренех ашшĕ-амăшĕ ывăлне тăрăшса вĕренме хистенĕ, ĕçе тата спорта явăçтарнă. Мĕнле ял ачи курăк çинче çара уран мечĕк хыççăн хăваламан, аннесем киле чĕниччен те кĕмен-ши? Киям та ачаранах футболла выляма юратнă. Спорт уншăн яланах тĕп вырăнта пулнă. Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнче пĕлÿ илнĕ вăхăтра Урмаел каччи техникумри чи лайăх спортсменсенчен пĕри пулса тăнă. Спортăн нумай тĕсĕпе малти вырăнсене йышăннă, вĕренÿре те «5» паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пынă. Çак туртăм унра яланлăхах упранса юлнă.

Чăн-чăн арçын пулма Кияметдин Мифтахутдинова Совет çарĕн ретĕнче пулни пиçĕхтернĕ. Яш Уссурийск хулинче, çăмăл мар çанталăк условийĕсенче, службăра тăнă. Салтак аттине хывсан Мускаври Пĕтĕм Союзри инженерсемпе çĕр йĕркелÿçисен институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ, тăван ене таврăнса инженер-çĕр йĕркелÿçĕре ĕçлеме пикеннĕ. Пултаруллă çамрăка районти ертÿçĕсем хăвăрт асăрханă. Часах ăна Комсомольски райĕçтăвкомĕн ял хуçалăх управленийĕн начальникĕн çумĕ пулма çирĕплетнĕ, кунта Кияметдин Садыртдинович 1988 çулччен, ăна «Восток» колхозăн председателĕ пулма шаниччен, тăрăшнă. Çав тăрăхра пурăнакансенчен чылайăшĕ хуçалăх мĕнле йывăр лару-тăрура пулнине астăвать пуль ĕнтĕ. Колхоза малтисен йышне кĕртес тесе кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлеме тивнĕ çĕнĕ председателĕн. Çемйипе пулма та вăхăт хĕсĕннĕ, ашшĕ ирхине ĕçе тухса кайнă чухне ачисем тăрса ĕлкĕреймен, каçпа таврăннă вăхăта çывăрма выртса ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Çавăн пек канăçсăр чĕреллĕ, ĕçшĕн чунне паракан çын пирĕн юбиляр.

Пултарулăхне кура карьера картлашкипе çÿлелле те çÿлелле хăпарса пынă Кияметдин Садыртдинович. 1991 çулхи август-ноябрь уйăхĕсенче вăл ял хуçалăх управленине ертсе пынă, кайран депутата тата район пуçлăхне суйланнă. 1991—2000 çулсем еплерех пулнине кашниех астăвать пуль тетĕп. Укçа-тенкĕ пулман, çынсем вара кунсерен пуçлăх патне ирех килнĕ — шалу, пенси тата ача укçи ыйтнă. Çĕр-шывшăн çавăн пек йывăр вăхăтра района ертсе пыма тÿр килнĕ Кияметдин Садыртдиновича. Кăткăс лару-тăруран çаврăнса тухас, халăха пулăшма майсем тупас тесе пĕтĕм пĕлĕвне, пултарулăхне, çыхăнусене, опытне усă курма тивнĕ. Тăван районăн социаллă-экономикăлла аталанăвĕшĕн хăйĕн пĕтĕм вăй-халне хурса тăрăшрĕ çав çулсенче ентешĕмĕр. Паллах, пĕтĕм çитĕнĕве çын пĕр пĕччен тăваймасть, Мифтахутдинов ертсе пынипе халăх хуçалăхĕн пĕтĕм отраслĕпе сферинче тăрăшакансен пĕрлехи ĕçĕ ку.

Кияметдин Садыртдинович çынсенче сăн-пит илемне мар, тĕрĕслĕхе, ĕçченлĕхе, ыр кăмăллăха, пултарулăха чи малти вырăна хунă, хурать те. Çамрăкпа çамрăкла, ватăпа ватă пек калаçать, канашлать, сывлăхне ыйтса пĕлет, йывăрлăхра нихăçан та пулăшусăр хăвармасть. Çавăншăн ăна район çыннисем хисеплеççĕ, юратаççĕ те. Халĕ те, Шупашкар хулинче вун виçĕ çул ĕçлесе пурăнать пулин те, тăван районпа çыхăнăва татмасть, тăван тăрăха пур енĕпе те пулăшса пырать.

Ĕçри пултарулăхшăн, çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн К.С.Мифтахутдинова тĕрлĕ наградăсемпе чысланă. СССР ВДНХ ылтăн медалĕ (1987), «Çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденăн II степенлĕ медалĕ (1998), «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕ (2007), «Газпром» ОАО 2006 çулта газ промышленноçĕнче чылай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн панă Хисеп грамоти (2006) тата ытти наградăсем ентешĕмĕр хăйĕн пурнăçне халăх хуçалăхне аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнине çирĕплетеççĕ.

Л.ГЕОРГИЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика