Сирмапосинское сельское поселение Чебоксарского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çил­пе çă­ка авă­нать…

28 сентября 2013 г.

… пи­ре пуç тай­нăн ту­йă­нать... Чă­ваш мĕн ĕлĕк­рен çут çан­та­лă­ка юрат­нă, хи­сеп­ле­нĕ, ăна пуян­ла­тас те­се са­хал мар тă­рăш­нă. Паян эпир пу­рă­на­кан вы­рă­на çит­се выр­наç­сан вăл тĕ­лĕн­мел­ли­пех тĕ­лĕн­нĕ: йĕ­ри-­тав­ра вăр­ман, мĕн­ле кă­на йы­вăç çук-­ши ун­та!

Вă­хăт ирт­нĕ­çе­мĕн хыр­па чă­рăш­ран пу­ра хă­парт­нă, аял­ти рет­се­не юман­ран ăс­та­ла­нă. Пÿрт тăр­ри­не тип­нĕ ку­рăк­па вит­нĕ, ун çи­не ва­тă çă­ка хуп­пи­не тирпейлесе выр­наç­тар­нă. Са­вăт-­са­пи­не те çă­ка­ран кас­са ха­тĕр­ле­нĕ. Ва­тă йы­вăç хуп­пи­не ну­май вă­хăт шыв­ра тыт­сан мун­ча­ла ту­хать, ху­çа­лăх­ра усă кур­ма вĕ­рен яв­ма та пу­лать. Че­чек çур­нă вă­хăт­ра ун йĕ­ри-­тав­ра пыл хур­чĕ­сем сĕр­ле­се явă­наç­çĕ. Çак че­че­ке вĕ­ре­кен шы­ва яр­са чир-­чĕр­тен сип­лен­мел­ли эмел ха­тĕр­ле­ме пу­лать. Кая­рах пул­са çит­нĕ мă­йă­ра апат пĕ­çер­нĕ чухне усă кур­ма юрать. Мал­тан­хи си­вĕ­сем пуç­ла­нич­чен çул­çи­пе ту­рат­тин­чен пу­тек вал­ли па­ха апат ту­хать.XIX ĕмĕр вĕç­нел­ле ха­лăх йы­шĕ хă­вăрт ÿсет, çав­на пу­ла вăр­ман­сен лап­тă­кĕ чак­сах пы­рать. Г­раж­дан вăр­çи пуç­лан­нă вă­хă­тал­ла пи­рĕн ял çы­вă­хĕн­чи вăр­ман çу­ха­лать. 1921-1922, 1932-1933 çул­сен­чи выç­лăх вăхăтĕнче ха­лăхăн тĕрлĕ йывăрлăх, асап курма тивет. Çă­ка та терт-нушаран «­çăл­ма тă­рă­шать». Йы­вă­çа пă­ч­кă­па тат­нă чух кĕр­пе ту­хать. Ăна вĕ­тет­нĕ çĕр ул­ми­пе ху­тăш­тар­са пĕ­çер­сен çă­кăр пу­лать. Çав вă­хă­тал­ла пи­рĕн ял­та 10-12 çемье­ре кă­на ура­на атă-­пуш­мак тă­хăн­са çÿ­ре­нĕ. Ыт­ти­сем ва­ра чă­ваш юр­рин­че ка­ла­нă пек: «Ах, ту­рă ту­па­та, ман ура­ра çă­па­та». Совет вла­çĕ тă­рăш­ни­пе ял­сен­че тĕр­лĕ ĕç эр­те­лĕ­сем йĕр­ке­ле­неç­çĕ. Çак ĕç валли ха­мăр ял­ти Ва­си­лий Лав­рентьев ял пу­çĕн­че ятар­ла­са пы­сăк çурт ла­ртать. Ку­нĕн-­çĕ­рĕн вă­тă­ра яхăн çын çа­кăн­та чăп­та çа­пать. Хĕл лар­сан вун­шар лав Йĕп­ре­çе кай­са мун­ча­ла тие­се ки­лет, ăна ха­лă­ха са­лат­са па­рать. Вăр­çă çу­лĕ­сен­че çак эр­те­ле Ни­ко­лай Яков­лев йĕр­ке­ле­се тă­рать. Ак­си­ния Та­ра­со­ва ха­лăх­ран чăп­та пух­са Шу­паш­ка­ра, Ка­на­ша, Сĕн­тĕр­вăр­ри­не ăса­тать. Уйăх­ра ĕç­шĕн пĕр хут ук­çал­ла тÿ­леç­çĕ. Чăп­тан ка­лă­пă­шĕ тĕр­лĕ­рен пул­нă. Ăна ту­мал­ли ĕç ха­тĕр­не ма­нăн ат­те Павел Крас­нов ăс­та­ла­нă. Пи­рĕн урам­ри 30 яхăн кил­тен çич­чĕ­шĕн­че чăп­та çап­нă. Ку ĕçе ту­ма 3-4 çын кир­лĕ пул­нă. Чăп­та­на хĕл лар­сан çап­ма пуç­ла­нă та юр ирĕл­сен вĕç­ле­нĕ. Ма­на, шкул ачи­не, ир­хи­не 5 се­хет­ре тă­рат­са 7 се­хет­чен хĕç­не тир­тер­нĕ, чăп­та мих­хи çĕ­лет­тер­нĕ. Ман­ран ви­çĕ çул ас­лă­рах Ге­на чăп­та çап­ма пу­лăш­нă.Çак ĕçе ту­ма çă­мăл пул­ман. Ас­ли­сем ир­хи­не 3 се­хет­рен пуç­ла­са каç­хи 9 се­хет­чен ĕç­ле­нĕ. Пÿрт­ре яла­нах нÿ­рĕк сыв­лăш, мун­ча­ла шăр­ши тă­нă, пÿ­лĕ­ме кан­тăк­сăр краç­çын лам­пă­па çун­тар­нă. Апат-­çи­мĕç пу­рин­шĕн те çи­те­лĕк­сĕр пул­нă. У­ра­на тă­хăн­ма чă­ваш çă­па­та ăс­та­ла­нă. Ăна 8-10 çул­ти яш­та­ка çă­ка­ран ха­тĕр­ле­нĕ. Çур­кун­не хуп­пи­не сÿ­нĕ те сул­хăн­ра ти­пĕт­нĕ. Кай­ран çи­вĕч çĕ­çĕ­пе 2-3 сан­ти­метр сар­ла­кăш виç­се кас­нă. Çă­па­та ту­ма пур ар­çын та пĕл­нĕ. Ку енĕ­пе Фе­дор Аб­ра­мо­ва çи­те­кен­ни пул­ман. Илем­лет­се ăс­та­ла­нă хĕрарăм çă­па­ти­не юна­шар ял­сен­чен те ил­ме çÿ­ре­нĕ. Ар­хив­ри хут­сем тă­рăх çа­кă пал­лă: Г­раж­дан вăр­çи вă­хă­тĕн­че Хĕр­лĕ Çар вал­ли чă­ваш ăс­ти­сем 3 млн яхăн çă­па­та ту­са па­нă. Ма­нăн ат­те Павел Крас­нов ту­тар çĕ­рĕ çин­че сал­так­ра пул­нă. Ун пат­не ма­нăн ан­не икĕ хут çу­ран кай­са кил­нĕ. Çул çин­че пу­рĕ 10 кун ирт­нĕ. Çу­рăм хы­çĕн­чи ку­тамк­ка­ра 5-6 мă­шăр çă­па­та, су­ха­ри, кил­те çи­тĕн­тер­нĕ та­бак пул­нă. Ирт­нĕ ĕмĕ­рĕн 30-­мĕш çу­лĕ­сен пуç­ламăшĕнче Совет вла­çĕ ятар­лă ху­шу кă­лар­нă: «Çам­рăк çă­ка­на кас­са çут çан­та­лă­ка сиен кÿ­нĕ­шĕн тĕр­ме­не хуп­мал­ла тă­вас». Чăп­ти те, ăна çап­мал­ли ха­тĕр­сем те, ура­ри çă­па­та та – ха­лĕ куç умĕн­чех. Мĕн чух­лĕ ну­ша кă­тарт­нă-­ши вĕ­сем пи­ре! Кÿ­кеç­ри вă­там шкул­ти 8-­мĕш кла­са çÿ­ре­кен ача­сен­чен чы­ла­йă­шĕ вĕ­рен­ме çă­па­та сыр­са пы­нă, хă­шĕ-­пĕ­ри – çа­ра уран. Эпĕ сал­та­ка кай­нă çул кă­на пирĕн килте чăпта çапма пă­рах­рĕç.Совет вла­çĕ ар­ка­нич­чен чă­ваш­ра каш­ни лес­ни­чест­во çу­мĕн­чех ятар­ла­са уç­нă цех­сем ĕç­ле­нĕ. Ик­кас­си ялĕ çы­вă­хĕн­че ку енĕ­пе 30 яхăн çын çă­ка­ран тĕр­лĕ са­вăт-­са­па, суве­нир ту­са çы­вăх­ри ху­ла­се­не ăсат­нă. Паян­хи кун вĕ­сен алă­кĕ­сем ху­пă. Çă­ка па­ха­лă­хĕ, пĕл­те­рĕ­шĕ, усă­лă­хĕ пир­ки паян ну­ма­йă­шĕ ни­мĕн те пĕл­мест. Çă­ка ту­рă йы­вăç­çи те­сен те юрать. Пи­ре вăл тă­хăн­мал­ли те, та­са сыв­лăш та па­нă.

Лео­нид Пав­лов, Чă­рăш­кас­си

 («Край родной (Тăван Ен)», Кугеси )

20 сентября 2013, пятница

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
д.Чиршкасы, ул.11-ой Пятилетки, д.1
Телефон: 8(83540) 2-11-82
Факс: (83540) 2-48-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика