Сирмапосинское сельское поселение Чебоксарского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Та­са­лăх­шăн – пур­те пĕр­ле!

28 сентября 2013 г.

2013 çул Тă­ван тав­ра­лă­ха уп­ра­мал­ли çул­та­лăк пул­нă май çĕр­шыв­ра эко­ло­ги те­ми­пе тĕр­лĕ ме­роп­рия­ти ир­тет. Акă сен­тяб­рĕн 14-21-­мĕ­шĕ­сен­че Пĕ­тĕм Раç­çе­йĕ­пе «Пĕр­ле тă­ват­пăр!» ак­ци пул­чĕ. Çак кун­сен­че çĕр­шы­вă­мăр­та мас­сăл­лă суб­бот­ник­сем ирт­рĕç. Çын­сем алă­се­не пер­чет­ке­сем тă­хăн­са хăй­сем пу­рă­на­кан ял-ху­ла­се­не çÿп-­çап­ран та­сат­рĕç, тă­ван тав­ра­лă­ха тир­пей-и­лем кĕрт­рĕç.

Тă­ван тав­ра­лă­ха пу­лас ăру­сем вал­ли сых­ла­са хă­ва­рас, вĕ­сем те çут çан­та­лăк иле­мĕ­пе ки­лен­ме пул­тарч­чăр те­сен каш­ни çын­нăн тă­рăш­мал­ла. Тă­ван çĕр та­са­лăх­не уп­ра­са хă­ва­рас­си хар­пăр хă­йĕн­чен ки­лет. Акă сен­тяб­рĕн 21-­мĕ­шĕн­че Иш­лей ял тă­рă­хĕн­чи ис­кусст­во шку­лĕн вĕ­ре­не­ке­нĕ­сем та­та пре­по­да­ва­те­лĕ­сем «Пĕр­ле тă­ват­пăр!» ак­ци­пе ки­лĕ­шÿл­лĕн, çу­мăр­лă çан­та­лă­ка пăх­ма­сă­рах, суб­бот­ни­ка тух­нă. Сы­вă пур­нăç йĕр­ки­не кă­мăл­ла­кан­сем тав­ра­лă­ха çÿп-­çап­ран та­сат­нă. Çа­кăн пек ырă тĕс­лĕх çын­сен эко­ло­ги куль­ту­ри­не ата­лан­тар­ма ти­вĕç.

Çĕ­нĕ Ту­тар­кас­си по­се­ло­кĕ те çак кун­сен­че çÿп-­çап­ран та­та çĕр çин­чи йы­вăç çул­çи­сен­чен та­сал­нă. Суб­бот­ни­ка Ту­тар­кас­си ял тă­рăх ад­ми­нист­ра­ци­йĕн, Ту­тар­кас­син­чи ИКЦĕн та­та «Теп­лоэ­нер­го­се­ти» ООО ĕç­че­нĕ­сем хас­тар хут­шăн­нă. Вĕ­сем ад­ми­нист­ра­ци, пул­та­ру­лăх Çур­чĕ çу­мĕн­чи тер­ри­то­рие тир­пей-и­лем кĕрт­нĕ. Сен­тяб­рĕн 21-­мĕ­шĕн­че Йăр­шу­ра та суб­бот­ник пул­нă. Ăна Тă­ван тав­ра­лă­ха уп­ра­мал­ли çул­та­лă­ка ха­лал­ла­нă. «Э­пир та­са­лăх­шăн» суб­бот­ни­ка тă­ван тав­ра­лă­ха çÿп-­çап­па ва­ра­ла­ни­не лăп­кăн йы­шă­най­ман, урам­се­не та­са­лăх­ра тыт­са тă­ра­кан ял çын­ни­сем хут­шăн­нă. Çак кун Явăш ялĕн­че пу­рă­на­кан­сем те урам­се­не тир­пей-и­лем кĕрт­нĕ. Суб­бот­ник­ра 30 çын ыт­ла тă­рăш­нă.

Çут çан­та­лă­ка уп­ра­ма мĕн пĕ­чĕк­рен вĕ­рент­мел­ле. Акă Тă­ван тав­ра­лă­ха уп­ра­мал­ли çул­та­лăк­па ки­лĕ­шÿл­лĕн сен­тяб­рĕн 14-­мĕ­шĕн­че Чă­рăш­кас­син­чи пул­та­ру­лăх çур­тĕн­чи Çыр­ма­пуç­ри ин­фор­ма­ци­пе куль­ту­ра цент­рĕн­че «Вăр­ман – пла­не­тăн си­мĕс пуян­лă­хĕ» ин­фор­ма­ци се­хе­чĕ ирт­нĕ. Ун­та тĕн­че­ри та­та çĕр­шыв­ри эко­ло­ги проб­ле­ми­сем­пе, ци­ви­ли­за­ци «­ха­кĕ­пе», эко­ло­ги эти­ки­пе çы­хăн­нă ый­ту­се­не сÿт­се яв­нă, çын сыв­лă­хĕ та­та тă­ван тав­ра­лăх те­мă­на та хус­кат­нă. Ме­роп­рия­ти «Детст­во» ал­ле­йă­на чă­рăш­сем ларт­ни­пе вĕç­лен­нĕ (сăн ÿкерчĕк çинче). Çын­сем ма­лаш­не те тав­ра­лă­ха тир­пей­лĕх­ре ты­тас­си­не ша­нат­пăр. Эко­ло­ги проб­ле­ми­се­не си­рес ĕç Тă­ван тав­ра­лă­ха уп­ра­мал­ли çул­та­лăк­ра кă­на мар, ма­лаш­не те ан вĕç­лен­тĕр. Пу­лас ăру­сем вал­ли те та­са çут çан­та­лăк хă­ва­рас­чĕ!

Ма­рия Ви­талье­ва

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
д.Чиршкасы, ул.11-ой Пятилетки, д.1
Телефон: 8(83540) 2-11-82
Факс: (83540) 2-48-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика