Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Библиотекарьсем çĕнĕлĕхе алла илеççĕ

18 сентября 2013 г.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнчи «Патшалăх управлени системине çĕнетсе улăштарассин тĕп енĕсем çинчен» 601-мĕш № Указĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикинче патшалăх тата муниципалитет услугисемпе тивĕçтерекен нумай функциллĕ 25 центр йĕркеленĕ. Кунсăр пуçне услугăсемпе тивĕçтерекен офиссене ялсенчи 232 библиотекăра уçма палăртнă.

Районта патшалăх тата муниципалитет услугисемпе тивĕçтерекен центра çулталăк каяллах йĕркеленĕ. Çак тапхăрта çĕршер çын унăн услугисемпе усă курма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Кăçалхи июль уйăхĕнчен тытăнса вара «пĕр чÿрече» мелĕпе услугăсемпе тивĕçтерекен офиссене районти 9 тĕслĕх библиотекăра йĕркеленĕ. Çывăх вăхăтрах вĕсем ялсенчи татах 6 библиотекăра ĕçлеме пуçăнмалла.

Çак кунсенче районти ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăра библиотека ĕçченĕсен семинарне ирттертĕмĕр. Унта шăпах ĕнтĕ ялти библиотекăсенче граждансене «пĕр чÿрече» мелĕпе патшалăх тата муниципалитет услугисемпе тивĕçтерессин ыйтăвĕсене сÿтсе яврăмăр.

Муркашри нумай функциллĕ центр ертÿçи Татьяна Королькова «пĕр чÿрече» мелĕн тĕп принципĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Кунпа пĕрлех вăл документсен категорийĕсем пирки ăнлантарса пачĕ: харпăр хăйĕн управĕнчи документсем, кирлĕ тата обязательнăй услугăсем шучĕпе илнĕ документсем, влаç органĕсен шайĕнчи тата ведомствăсем хушшинчи электрон хутшăнăвĕн системин мелĕпе илнĕ документсем т. ыт. те.

Семинар ĕçне район администрацийĕн информаципе тивĕçтерекен пайĕн пуçлăхĕ Валерий Лаврентьев та хутшăнчĕ. Хальхи вăхăтра библиотекăсенчи компьютер техники тивĕçтерсех каймасть. Вĕсенчен ытларахăшĕ кивелсе çитнĕ. Валерий Григорьевич туянакан компьютер техникин шайĕн, пысăк хăвăртлăхпа ĕçлекен Интернет ыйтăвĕсем çинче те чарăнса тăчĕ.

Патшалăх тата муниципалитет услугисемпе тивĕçтерессине алла илекен библиотекарьсемпе Муркашри нумай функциллĕ центрта практикăлла занятисем ирттерессине те пăхса хунă. Сентябрĕн 6-мĕшĕнче кунта АИС программăпа ĕçлессипе практикăлла заняти иртрĕ.

И. НИКОЛАЕВА,

Муркашри ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотека директорĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика