Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Качака усраканăн та яваплăх пирки манмалла мар

14 сентября 2013 г.

Юлашки вăхăтра Муркаш ял тăрăхĕнче, вăл шутра Муркаш салинче те, хуçасăр качакасем çÿрени час-часах тĕл пулма пуçларĕ. Кил хуçалăхĕнчи выльăха хуçисем урамсем тăрăх çапла çÿретни вара гражданла ответлăх (РФ Гражданла кодексĕн 8 статйи) патне илсе çитерме пултарать.

Гражданла тата Уголовлă кодекссенче пĕтĕмĕшле нормăсем пур: выльăх кÿнĕ сиеншĕн хуçи явап тытать* суд выльăха çыншăн хăрушлăх кăларса тăратакан çăл куç пек йышăнма та пултарать, мĕншĕн тесен выльăх хуçи хăй тытакан выльăха пăхса тăма тивĕç. Саккун кил хуçалăхĕнче выльăх тытассине шăпах выльăха тивĕçлĕ пăхасси, выльăх ытти çынсемшĕн, чĕр чунсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратмалла марри, унăн обществăлла йĕркене пăсмалла мар тесе ăнлантарать.

Кил хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх тытакансем хăйсен участокĕ çинче выльăха кăкармасăр та усрама пултараççĕ, паллах, анчах та урамра, паркра е скверсенче тата çакна майлă ытти вырăнсенче выльăха çÿреттерни обществăлла йĕркене пăснипе çыхăннă.

Выльăх хуçисен ответлăхне 2012 çулхи июнĕн 29-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн «Правила содержания собак и кошек в городах и других населенных пунктах Чувашской Республики» постановленийĕпе çирĕплетнĕ, вăл çав çулхи июлĕн 18-мĕшĕнче вăя кĕнĕ. Унта чĕр чунсем тесе йытта, кушака тата килти ытти чĕр чунсем тесе палăртнă. Çавăн пекех вĕсен хуçи хăйĕн саккунлă прависемпе тата ирĕкĕсемпе усă курнă май чĕр чуншăн явапне те саккунпа килĕшÿллĕн тытма тивĕççине ăнлантарнă. Сăмахран, чĕр чун обществăлла вырăна (ача-пăча площадкисене, спорт площадкисене тата ыт. те) вараласан чĕр чун хуçи унта йĕрке тума тивĕç. Асăннă Правилăсене пăсакансене вара административлă майпа (штраф парса) явап тыттарма ирĕк пур.

Пирĕн районта та кашни ял тăрăхĕнчех йытăсене тата килти ытти чĕр чунсене тытса тăмалли çинчен калакан йĕркесене çирĕплетнĕ.

Çавăнпа та Муркаш ял тăрăхĕн администрацийĕ ял тăрăхĕнче качака усракан çынсене хăйсен качакисене кăкарма тепĕр хут çирĕппĕн ыйтать. Муркаш  урамĕсенче, ытти обществăлла вырăнсенче çÿресе сирĕн качакасем администраци пурлăхне сиен кÿни гражданла ответлăх патне илсе çитерет, саккунпа килĕшÿллĕн явап тытмалла пулать.

                                                          С. ЕРМОЛАЕВ, Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика