Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таса шыв - паха шыв

31 августа 2013 г.

Санитарипе эпидемиологи комиссийĕн черетлĕ ларăвĕнче районти халăха таса шывпа тивĕçтернĕ чухне санитари саккунĕсене мĕнле пăхăнса ĕçленине тишкернĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый ертсе пынă.

Çак ыйтупа Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Петров, "Спутник-1" ООО директорĕ В.Чернов тухса калаçнă. Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн Патăрьелĕнчи территори пайĕн ертỹçин çумĕ А.Прохоров, тĕп специалисчĕ С.Петрянкина тĕрĕслев итогĕсене пĕтĕмлетнĕ.

Ларура палăртнă тăрăх, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин 2009 çулхи çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче "Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи халăха 2009-2020 çулсенче пахалăхлă шывпа тивĕçтересси çинчен" ятарлă программăна алă пуснă.

"Спутник-1" ООО 2012 çулта бюджет тулашĕнчен 262, 14 пин тенкĕ явăçтарнă, Елчĕкри шывпа тивĕçтерекен системăна юсама тата тытса тăма усă курнă. Малашне те ĕçлемелли пайтах: шыв пăрăхĕсем кивелнĕ, шыв пахалăхĕ те нормативсене туллин тивĕçтермест. Хăш-пĕр çĕрте шывпа усă курнăшăн илнĕ лицензи те çук.

Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнче артскважинăсем пирки те лару-тăру йывăр. Ялсенчи 7 скважинăран пĕри те санитари нормисене тивĕçтермест. Ларура çитменлĕхсене пĕтерме хушса хăварнă. Л.Левый палăртнă тăрăх, районта пурăнакансен сывлăхĕшĕн пахалăхлă шывпа тивĕçтерсси тĕп тивĕç пулса тăмалла.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика