Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшсан ĕç пулать

11 сентября 2013 г.

Район хыснинчен уйăрнă, ун çумне çынсем хăйсем хушнă укçа-тенкĕпе усă курса Таяпа Энтри ялĕнчи Арманкассин тĕп урамне малтан вак чул сарса хытарчĕç. Халĕ çак урама каçса кĕмелли çĕр кĕпере юсаççĕ.

Кĕркуннепе çуркунне Арманкассинче пурăнакансем пылчăк çăрса нушаланнă. Шурлăх пек путлăх вырăнсем пулнăран унта техникăпа та пырса кĕме пулман. Тарăн çырма урлă хывнă çĕр кĕпер те çурри таран ишĕлсе юхса каяс патнех çитнĕччĕ.

Кĕпере юсама пикениччен çак касра пурăнакансен нумай ĕç пурнăçлама тивнĕ. Ишĕлме пуçланă кĕпере çурхи шыв юхтарса каясран асăрханса кунта çак çулсенче тĕрлĕ ăпăр-тапăрпа çỹп-çапне сахал мар тăкнă пулнă. Кĕпере юсама пикениччен вара ăна йăлтах тасатма тивнĕ. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Л.Морозова ертсе пынипе çак ĕçре уйрăмах А.Галкина, Н.Миронова, З.Журавлев, А.Сайкин, А.Пирогов, С.Морозова, Е.Морозова, Д. Ларионов пысăк хастарлăх кăтартнине палăртма кăмăллă. Ял тăрăхĕн специалисчĕсем А.Симакова, З.Зиновьева, С.Агеева та пĕрлехи ĕçе хастар хутшăннă. Администраци пуçлăхĕ В.Петров экскаватор тата груз турттармалли автомашина тупса çỹп-çапа Елчĕкри свалкăна леçтернĕ. Кĕпер умне тап-таса туса хунă.

Хальхи вăхăтра Таяпа Энтринчи тĕп урамсене те вак чулпа хытарнă. Ял витĕр тухакан çула асфальт сарнă. Малашне Поселок урамĕн вĕçĕнчи кĕпере юсасси пирки шухăшламалла.

О.МИРОНОВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика