Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тукай Мишерĕнче садикпе çĕнелнĕ шкул уçăлчĕç

11 сентября 2013 г.

Çураласлăх çулсерен ÿссе пынăран Тукай Мишер вăтам шкулĕнче юлашки çулсенче классем çитми пулнă. Ача-пăча сачĕ вара ялта нихăçан та пулман, кĕске вăхăтлăх ушкăнсем çеç çак лару-тăруран çăлнă. Вĕсенче кашни çул 23—24 шăпăрлана шкула кайма хатĕрленĕ. Паллах, çакă ялти общественноçа, район администрацине тивĕçлĕ утăм тума хистенĕ. Çапла икĕ çул каялла строительство ĕçĕсем пуçланнă. Акă, юсаса çĕнетнĕ хыççăн сентябрĕн 7-мĕшĕнче Тукай Мишер вăтам шкулне, ун çумне тĕксе тунă ача-пăча садне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Ял çыннисемшĕн чи пысăк та кĕтнĕ парне пулчĕç социаллă çак объектсем. Строительство ĕçĕсене «Арка» тулли мар яваплă организацин ĕçченĕсем пурнăçланă. Кунта паянхи кун 300 ытла вĕренекен ăс пухать. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче парта хушшине икĕ пĕрремĕш класс пуçласа ларнă. Вунпĕрмĕшсем классем те иккĕ. Халь физика, хими, информатика кабинечĕсенче кирлĕ оборудовани вырнаçтарнă. Спортзал, столовăйпа кухня хăтлă та аслă, çĕнĕ пластик чÿречесем лартнипе тата çутăрах пек туйăнаççĕ. Шкул çулне çитменнисен виçĕ ушкăнĕнче ачасене валли выляма, вĕренме, çывăрса канма мĕнпур май туса панă. Ача садне утмăлăн çÿреççĕ.

Шкула уçнă çĕре сумлă хăнасем йышлăн килнĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Кияметдин Мифтахутдинов, район тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Евгений Карпеев, Михаил Афанасьев салам сăмахĕсемпе, парнесемпе килсе çитнĕ. Иван Моторин вĕренекенсене, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене, учительсен коллективне савăнăçлă кун ячĕпе саламларĕ. Иван Борисович юсаса çĕнетнĕ шкулта вĕренсе пур енлĕн аталаннă çын пулса ÿсме пĕтĕм услови пуррине, вăл саккунпа ыйтакан стандартсене йăлтах тивĕçтернине палăртрĕ. И.Б.Моторин педагогика тата воспитани ĕçĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Тукай Мишер вăтам шкулĕн директорне Эмине Багаутдиновăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав хучĕпе чысларĕ. «Арка» ООО генеральнăй директорĕ Фагиль Шарафутдинов та çак наградăна тивĕçрĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев Чăваш Ен правительствине шкулпа садике туса хута яма майсем туса панăшăн тав турĕ. Пирĕн тăрăхран суйланнă депутат-ентешсене, Вĕренÿ министерствине, тĕп подрядчике те — «Арка» организацине — тав сăмахĕсем каларĕ. Депутатсем, вĕренекенсемпе учительсем, ялти обществăлла канаш представителĕсем те çак сăмахсем çумне хушăнса хăйсен кăмăлне пĕлтерчĕç.

Хĕрлĕ хăйăва вара ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Борисов, вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев кĕçĕн çулхи ачасемпе пĕрле касрĕç. Çакă хăйне май символла та пулчĕ, мĕншĕн тесен шăпах çитĕнекен ăрăвăн кунта вĕренсе ăс пухмалла, çакăнтан пурнăçăн анлă çулĕ çине пирвайхи утăмсем тумалла.

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика