Сирмапосинское сельское поселение Чебоксарского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Та­са вы­рăн­та чу­на та лăп­кă»

09 сентября 2013 г.

Уяр çан­та­лăк­ра кил­ти тă­ва­тă сте­на хуш­шин­че ни­ка­мăн та алă ус­са ла­рас кил­мест пу­лĕ. Хĕвел па­йăр­ки­сем хăй­се­мех çын­се­не ура­мал­ла илĕр­теç­çĕ. Ав­гус­тăн 31-­мĕ­шĕн­че суб­бот­ник ирт­тер­ме аванч­чĕ. Ту­тар­кас­си ял тă­рă­хĕн ад­ми­нист­ра­ци­йĕн­че тă­рă­ша­кан­сем те çак­на туй­сах ĕн­тĕ ĕç­ле­ме тух­рĕç. Вĕ­сем че­чек­се­не çум­ла­рĕç.

«Та­са вы­рăн­та чу­на та лăп­кă», – теç­çĕ Ту­тар­кас­син­чи ис­кусст­во шку­лĕн вĕ­рен­те­ке­нĕ­сем. Çак ку­на ха­лал­ла­са суб­бот­ник­ра учи­тель­сен тĕп­рен­чĕ­кĕ­сем те тă­рăш­рĕç. Ĕç ва­ра пу­рин вал­ли те ту­пăн­чĕ. Пĕ­ри çул­çă пуç­тар­чĕ, теп­ри çÿп-­çап пух­рĕ. Виç­çĕ­мĕ­шĕ­сем çул айк­ки­се­не шу­рă­ тĕспе сăр­ла­са илем­лет­рĕç. Шкул ура­мĕ çу­тал­са та ешер­се кай­рĕ те­йĕн. Кун пек чух­не кă­мăл та çĕк­ле­нет-ç­ке!

Шем­шер тă­рă­хĕн­чи­сем те ĕç­рен пă­рăн­са юлас те­ме­рĕç. Бюд­жет уч­реж­де­ни­йĕн ĕç­че­нĕ­сем тă­кăн­нă çул­çă­сен шă­пăл-­шă­пăл «ка­ла­çăв­не» ит­ле­се та­сат­рĕç, çул­нă ку­рă­ка пуç­тар­чĕç, хăй тĕл­лĕн ÿс­се лар­нă кир­лĕ мар йы­вăç­се­не кăк­ла­рĕç...

Са­ра­па­кас­син­че ва­ра куль­ту­ра та­та ад­ми­нист­ра­ци ĕç­че­нĕ­сем­пе çам­рăк­сем те ак­ци­е хас­тар хут­шăн­нă. Чи кĕ­çĕн­ни – Çат­ра­кас­син­чи «Д­руж­ба» ача са­чĕн 5 çул­ти вĕ­ре­не­ке­нĕ – Да­ниил Пет­ров ас­ли­сем­пе пĕр тан çул айк­кин­чи çÿп-­çа­па та­та ча­рă­ну çы­вă­хĕн­чи лап­тă­ка та­сат­нă. Са­ра­па­кас­си ял тă­рă­хĕн Де­пу­тат­сен пу­хă­вĕн де­пу­та­чĕ, В.А. Пет­ров, мо­тоб­лок­па ку­рăк çул­са тав­ра­лă­ха тир­пей-илем кĕрт­нĕ. Пух­нă çÿп-­çа­па тус­лă йыш ятар­лă тех­ни­кă­на тие­се  санк­ци­ле­нĕ свал­кă­на ăсат­нă. Çак вы­рă­нах Кÿ­кеç по­се­ло­кĕн­че суб­бот­ник­ра пух­нă та­са­мар­се­не те пă­рах­нă.

Çа­вăн пе­кех ирт­нĕ шă­мат кун Çыр­ма­пуç ял тă­рă­хĕн­че ад­ми­нист­ра­цин­чен та­та куль­ту­ра цент­рĕн­чен пуç­та­рăн­нă ха­лăх па­лăрт­нă ак­ци­не хут­шăн­нă. Çак­ ĕçсене кура Чă­рăш­кас­син­чи пул­та­ру­лăх çур­чĕ  тата та илемлен­нĕ, си­мĕс­лен­нĕ. Ача­се­не те тав­ра­лă­ха юрат­ма вĕ­рен­теç­çĕ кун­та. Ял биб­лио­те­кин­че кăм­па­сем çин­чен ирт­тер­нĕ вик­то­ри­на пур­не те кă­сăк­лан­тар­нă. Пуян çут çан­та­лă­кăн туп­ри­не эпир уп­ра­ма ăс па­ма­сан çак ĕçе кам хă­нăх­та­рĕ та­та?

Раç­çе­йĕ­мĕр çа­кăн йыш­ши ак­ци ирт­тер­нин, пал­лах, пĕл­те­рĕ­шĕ пы­сăк. Каш­ни çын ларт­нă пĕр йы­вăç та пу­лин чĕ­рĕл­се ÿс­сен çут çан­та­лăк са­вăн­ни­не ниç­та шă­нăç­та­рай­ма­сăр юр­ла­са ярат­чĕ пу­лĕ. Эпир унăн пуян­лăх­не уп­ра­нă­шăн, та­сат­нă­шăн тав сă­ма­хĕ ка­лас вы­рăн­не те­мĕн чух­лĕ çи­мĕç пар­не­лĕч­чĕ-­тĕр! Çын­сем ырă пул­ни­не çут çан­та­лăк та туять те­ни ĕн­тĕ ку.

Ка­тя Ни­ко­лае­ва

(Тăван Ен 34№, сентябрĕн 6-мĕшĕ, 2013 ç.)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
д.Чиршкасы, ул.11-ой Пятилетки, д.1
Телефон: 8(83540) 2-11-82
Факс: (83540) 2-48-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика