Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕле хатĕрленеççĕ

10 августа 2013 г.

Мĕнлерех ĕçлеççĕ-ха ялсенчи культура учрежденийĕсем, сивĕ хĕле кĕтсе илме хатĕр-и вĕсем; Хутса ăшăтмалли тапхăра еплерех хатĕрленнине тĕрĕслес тĕллевпе тата методика пулăшăвĕ пама çак уйăхăн 12-16-мĕшĕсенче пур культура учрежденийĕсене те çитетпĕр.

Паянхи кун пирĕн районта 28 культурăпа кану çурчĕ ĕçлет, вĕсенчен 11-шĕ юридици сăпатлĕ информаципе культура центрĕсем. Çавсенчен 27-шне газ кĕртнĕ, пĕрне паян кун та çĕр кăмрăкĕпе хутса ăшăтаççĕ.

Хальхи вăхăтра культура учрежденийĕсенче кулленхи юсав ĕçĕсем пыраççĕ, ăшăтмалли тытăмсене тĕрĕс-тĕкел хĕл каçма хатĕрлеççĕ. Культура ĕçченĕсем хăйсен вăйĕпех пурнăçлаççĕ.

Вырма тимлĕх ыйтать

Районта тыр-пул пухса кĕртес ĕçсем сарăлчĕç. Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов тата ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ А.Прохоров «Правда», «Алмаз» обществăсемпе «Журавлев» хресчен-фермер хуçалăхĕсене çитсе вырма ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашнă.

«Правда» хуçалăхра тĕш тырă культурисем 483 гектар йышăнаççĕ, 170 -ĕшĕ çинче тырăсене çапса тĕшĕленĕ. Гектарти вăтам тухăç – 16 центнер. Уйра 1 комбайн ĕçлет.

«Алмаз» хуçалăхра тĕш тырăсен лаптăкĕ 639 гектар. 80 - шне пухса кĕртнĕ, вăтам тухăç – 20 центнер. Уй-хирте 2 комбайн çаврăм хыççăн çаврăм тăваççĕ. «Алмазра» кĕрхи культурăсене акма 200 гектар çĕр хатĕрленĕ. Йĕтем çинче тăрăшакансемпе тĕл пулса калаçнă май Александр Николаевич ĕç-хĕле еплерех йĕркеленипе кăсăкланнă, пурне те вырмара ăнăçусем суннă.

Кун хыççăн район ертÿçисем «Журавлев» фермер хуçалăхне çитнĕ. Пухса кĕртмелли лаптăк сахал мар – 716 гектар.

Ĕнерхи кун тĕлне районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 2155 гектар çинчен вырса пухнă (23,6:). Гектар тухăçĕ 16 центнер.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, с. Аликово, ул. Октябрьская, д. 15
Телефон: 8(83535) 22-3-86
Факс: 8(83535) 22-5-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика