Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Компьютер техникине хăнăхаççĕ

17 августа 2013 г.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2011 çулхи нарăсăн 28-мĕшĕнче «Аслă ăру» йышăну кăларнăччĕ. Республика программипе килĕшÿллĕн районти культура учрежденийĕсенче тĕрлĕрен мероприятисем иртеççĕ.

Пур вулавăшра та право информацииĕн центрĕсене йĕркеленĕ. Çавăн пекех вĕсенче компьютер пĕлĕвĕн шкулĕсем ĕçлеççĕ.Çак шкулсенче ватăрах çынсем ку чухнехи компьютерсемпе ĕçлеме хăнăхаççĕ.

Кăçалхи çур çулта 117 çын компьтер техникине «алла илнĕ», пĕтĕмпе 46 тĕрлĕрен мероприяти ирттернĕ. Районта куравсем, смотрсемпе конкурссем йĕркелесси, юбилярсене саламласси йăлана кĕнĕ.

Культурăпа кану учрежденийĕсенче, вулавăшсемпе музейсенче ватă çынсем валли кăмăла çĕклекен пĕрлешÿсемпе клубсем уçнă. «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексĕнче пенсионерсем валли сывлăх гимнастикин секцийĕ ĕçлет.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, с. Аликово, ул. Октябрьская, д. 15
Телефон: 8(83535) 22-3-86
Факс: 8(83535) 22-5-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика