Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Утă капанĕ çуннă

28 августа 2013 г.

Çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче каçхине Мăн Вылăри сĕт комплексĕ çывăхĕнче çулăм алхаснине çамрăксем асăрханă. Хĕлле валли хатĕрленĕ утă капанĕ çунни çинчен хуралçăна пĕлтернĕ. Анчах инкек пулнă вырăна пушар хуралĕнчен тата Мăн Вылăран ирĕклĕ пушар дружинин автотранспорчĕ çитиччен утă урине талккишпех «хĕрлĕ автан» çавăрса илме ĕлкĕрнĕ. Ятарлă техника пушар патне çывăха та пырайман. Вут-çулăмра 710 тюк çунса кĕлленнĕ. Ульянов ячĕллĕ хуçалăхăн 21 тонна ытла выльăх апачĕ тĕп пулнă.

Элĕкри пушар надзорĕн инспекторĕсемпе çийĕнчех инкек сăлтавне тĕпчерĕç. Хуларан килнĕ экспертсем те тĕрĕслев ирттерчĕç. Сăлтавĕ кĕçех уçăмланĕ.

С.ПЕТРОВ,

полици уйрăмĕн шырав ушкăнăн

оперуполномоченнăйĕ.

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

 

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика