Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аграрисен хĕрÿ тапхăрĕ пырать

10 августа 2013 г.

Ял хуçалăх ĕçченĕсемшĕн кашни минут шутра. Лайăх çанталăкпа туллин усă курса çитĕннĕ тухăçа вăхăтра пуçтарса кĕртес ĕç пырать. Уй-хир ĕçченĕсем ир-ирех ĕçе тытăнса сĕм çĕрлеччен тăрăшса вăй хураççĕ. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществинче, «Иванов В.А.», «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пулса вырма ĕçĕсем еплерех пынипе кăсăкланчĕ.

 

Ĕçлĕ çул çÿрев чи малтанах «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществин уйĕсене пулчĕ. Хĕрÿ ĕççине 5 комбайн тухнă. «Хир карапĕсемпе» В.Яковлев, Д.Войков, А.Никифоров, С.Никифоров, В.Алексеев, Д.Алексеев, В.Васильев, А.Григорьев, Г.Афиногенов опытлă комбайнерсем тырă выраççĕ. Н.Якимов, А.Никитин, В.Илларионов, Э.Семенов водительсем вырнă тырăна КамАЗ тата ГАЗ-53 автомашинăсемпе йĕтеме турттарса тăраççĕ.Тĕш тырă культурисем пурĕ 1923 гектар йышăнаççĕ. Августăн 7-мĕшĕ тĕлне 320 гектар çинчен тĕш тырă культурисене пухса кĕртнĕ, 614 тонна тырă алласа типĕтнĕ.

Унтан Константин Владимирович «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи ĕç-хĕлпе паллашрĕ. Асăннă хуçалăхра кĕрхи культурăсене пухса кĕртнĕ, халĕ çурхи тулăна вырас ĕç пырать. Кунта 754 гектар çинчен 1508 тонна тĕш тырă пухса кĕртнĕ. «Запас пайсемпе, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе тивĕçтерессипе пĕр чăрмав та çук. Ĕçлекенсем те çителĕклех. Çанталăкĕ кăна уяр тăтăрччĕ», - тет асăннă хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ В.Иванов. Хальхи вăхăтра ĕççине 5 комбайн хутшăнать. Çак хуçалăхра тĕш тырă упрамалли икĕ склада юсанă, унта 2000 тонна тĕш тырă вырнаçĕ.

«Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче çанталăк уяртсанах ĕççине пур хăватпа тытăнчĕç. Ĕç пахалăхне лайăхлатма вĕсем кăçал çĕнĕ «Вектор-410» комбайн та туяннă. Штурвал умĕнче Валерийпе Юрий Григорьевсем «ылтăн пучахсене» выраççĕ. Августăн 7-мĕшĕ тĕлне кунти уй-хирсенчен 70 гектар тĕш тырă пухса илнĕ, пĕр гектартан тухăç 33 центнерпа танлашать. Тĕш тырă вырассипе пĕрлех çĕр улми пухса кĕртес ĕç те пырать кунта. «Иккĕмĕш çăкăра» 25 гектар çинчен пуçтарса илнĕ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика