Сирмапосинское сельское поселение Чебоксарского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ту­йăм­лă пи­рĕш­ти­сен тĕн­чи

03 сентября 2013 г.

Ту­рă пил­ле­нĕ та­лант

Фес­ти­валь тă­ва­тă но­ми­на­ци­пе ирт­рĕ. Каш­ни ĕç – хак­лă, мĕн­шĕн те­сен улăм пĕр­чи­не пĕр­чĕн-­пĕр­чĕн пух­са ку­па ту­нă евĕр ха­тĕр­сем ки­рек ка­ма та тĕ­лĕн­те­рĕç. Ăс­та ĕç­сен ав­то­рĕ­сем ма­на ни­кам илт­ме, кур­ма пул­та­рай­ман­ни­не сис­се, туй­са пу­рă­на­кан пи­рĕш­ти­сем евĕр ту­йăн­чĕç. Вĕ­сем пи­ре тĕ­рĕс çул­па ут­ма тĕс­лĕх па­ра­кан­сем  пу­лĕ.

Кÿ­кеç­ри ача­сен ин­тер­нат-­çур­чĕн ăс­ти­сем уй­рă­мах хас­тар пул­чĕç. 18 çул­ти Але­ша Ильи­нăн йы­вăç­ран ха­тĕр­ле­нĕ ĕç ну­май: «Йы­вăç ка­шăк­сем», «А­чи­пе амă­шĕ», «В­люб­лен­ная па­ра», «Во­ро­ной»... Ер­тÿ­çи – Петр Ва­силье­вич Изе­дер­кин. Оль­га Ви­тальев­на Ефи­мо­ва вĕ­ре­не­ке­нĕ, Г­ри­ша Пи­чу­гин та, «Ли­ли», «Подс­тав­ка для ук­ра­ше­ний» ĕç­сем­пе са­вăн­тар­чĕ. Лап­сар ял тă­рă­хĕн­чи Ири­на Ев­геньев­на Ор­ло­ва ва­ра би­сер­тан ту­рăш­сем ха­тĕр­ле­нĕ. Вăр­ман-Çĕк­тер тă­рă­хĕн­чи Свет­ла­на Ильи­нич­на Са­пож­ни­ко­ва та мат­тур, çых­нă ха­тĕ­рĕ­се­не фес­ти­ва­ле ил­се тух­нă.

«Фес­ти­ва­ле пу­рĕ 43 çын хут­шăн­чĕ. Каш­ни ăс­та­ра та­лант çăл куç пек тап­са тă­рать. «Ми­ну­та сла­вы» те­леп­рог­рам­мă­ран пĕрт­те кая мар пул­чĕ», – хăйĕн шу­хăш­не манпа пай­ла­рĕ Куль­ту­рă­па ка­ну цент­рĕн ди­рек­то­рĕ Л.В. Лас­ко­ва.

Тĕр­лĕ но­ми­на­ци­ре

Ÿ­нер пул­та­ру­лă­хĕ­сен хуш­шин­че те но­ми­на­ци ирт­рĕ. Урай-Ма­каç ялĕн­чи Е.А. Яков­ле­ва ак­ва­рель­па сăр­ла­са та­та тĕр­ле­нĕ кар­ти­ни­сен ку­рав­не «Пу­рă­нас те­се ÿке­ре­тĕп» ят па­нă. Чу­на пыр­са тив­рĕ...

Ту­тар­кас­си ял тă­рă­хĕн­чи На­деж­да Алек­сеев­на Бо­ри­со­ва хăй çыр­нă «Тух­тăр па­тĕн­че» шÿт­лĕ сцен­ка ларт­са па­чĕ. Кÿ­кеç ял тă­рă­хĕн­чи Лео­нид Ана­толье­вич По­пов ва­ра хă­йĕн хип-­хоп таш­ши­пе тĕ­лĕн­тер­чĕ. Тĕр­лĕ хус­ка­ну кĕ­вĕ­пе шай­ла­шул­лă пул­ни тÿ­рех ку­рăн­чĕ. Çа­вăн пе­кех унăн «У­ми­раю­щий Ка­ли­фор­ниец» му­зы­ка ком­по­зи­ци­не те пы­сăк шай­ра хак­ла­ма ти­вĕç. Çак хай­ла­ва Лео­нид Ана­толье­вич фор­те­пиа­нă­па илем­лĕ вы­ля­рĕ. Ăс­та­çă 2 но­ми­на­ци­ре те 1-­мĕш вы­рăн çĕн­се ил­ме пул­тар­чĕ.

Ту­тар­кас­си ял тă­рă­хĕн­чен кил­нĕ те­пĕр хă­на – Ана­то­лий Лу­кин. Вăл «Ян­ра, хут ку­пăс» кон­курс­ра хут ку­пăс­па так­мак­сем ка­ла­ни ку­ра­кан асĕнче юлĕ. Хăй шăр­çа­ла­нă илем­лĕ сăв­ви­се­не ха­лăх умĕн­че ву­ла­са чу­на çу­нат­лан­тар­чĕ.

Ли­те­ра­ту­ра пул­та­ру­лă­хĕ но­ми­на­ци­не тă­рат­нă ĕç­се­не те тыт­са ву­ла­рăм. То­ликас­си ялĕн­че пу­рă­на­кан 75 çул­ти ки­не­ме­йĕн, Зоя Ва­сильев­на Ян­гиль­ди­нăн, чă­ваш­ла çыр­нă «Тă­ван ял – То­ли­кас­си» (Шу­паш­кар ра­йо­нĕ 85 çул тул­тар­ни­не ха­лал­ла­нă), вы­рăс­ла хай­ла­нă «Судь­ба» та­та пеп­ке­сем­пе «ан­не­се­не» ха­лал­ла­нă сăв­ви­сен­чен тĕ­лĕн­тĕм. Шу­хă­ша ячĕç.

Ман шухăш­па, çак фес­ти­валь-­кон­кур­са кил­нĕ каш­ни хă­на çĕн­те­рÿ­çĕ ят­не ти­вĕç. Кă­на жю­ри чле­нĕ­сем те çи­рĕп­лет­рĕç. Пу­рин вал­ли те асăн­ма­лăх пар­не ха­тĕр­ле­ме сă­мах па­чĕç.

Ка­тя Ни­ко­лае­ва

(Тăван Ен 33№, августăн 30-мĕшĕ, 2013 ç.)

 


 

Источник: "Тăван ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
д.Чиршкасы, ул.11-ой Пятилетки, д.1
Телефон: 8(83540) 2-11-82
Факс: (83540) 2-48-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика