Кильдюшевский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Черетлĕ турнир - Тĕмер ялĕнче.

30 августа 2013 г.

Черетлĕ турнир - Тĕмер ялĕнче.

Футболла выляса Тĕмер ялĕн куçса çỹрекен кубокне çĕнсе илессишĕн турнир кăçалхипе тăваттăмĕш хут шăмат кун иртрĕ.

Турнирта стадион хуçисем икĕ хутчен, пĕринче Элпуçпе Кармал ялĕсенчи футболистсем çĕнтернĕччĕ. Çакă кăсăклă: пĕр ял администрацине кĕрекен вăйлă командăсене шăпа турнирăн пĕрремĕш вăййисенчех иккĕмĕш хут тĕл пултарать. Кашни вăйă çивĕч иртет, нихăш команда та парăнасшăн мар. Хальхинче те çавăн пек пулчĕ. Тĕл пулу шăпине пĕртен-пĕр мечĕк татса пачĕ. Ăна стадион хуçисен хапхине хăнасем тапса кĕртрĕç - 1:0. Çапла вара Тĕмерсем пĕрремĕш вăйăрах турниртан тухса ỹкрĕç.

Иккĕмĕш вăйă Аслă Елчĕк тата Кушкă ялĕсен командисем хушшинче иртрĕ. Кушкăсем 2:0 шутпа çĕнтерчĕç.

Пĕрремĕш ушкăнри çĕнтерỹçĕсем - Элпуçсем тата Кушкăсем тĕл пулчĕç. 3:1 шутпа çĕнтерсе Элпуçсем финала тухрĕç.

Иккĕмĕш ушкăнра Елчĕксем Патреккелсене 2:0, Акчелсем Тăрăмсене 3:0 шутсемпе парăнтарчĕç. Унта та малтанхи вăйăсенче çĕнтернĕ Елчĕк тата Акчел командисем тĕл пулса вылярĕç. Вăййăн тĕп вăхăтĕнче вĕсем çĕнтерỹçĕсене палăртаймарĕç. Пенальтие Елчĕк команди ăнăçлăрах тапрĕ, финала тухрĕ.

Виççĕмĕш вырăна хăш команда тухасса çурма финалта выляса янă Акчел тата Кушкă командисем 11 метртан пенальти тапса палăртрĕç. Ăнăçу Акчел команди енче пулчĕ - 3:1. Вăл турнирта виççĕмĕш вырăна тухрĕ.

Финалта Элпуç тата Елчĕк ялĕсен футболисчĕсем вылярĕç. Пĕрремĕш таймра Элпуç футболисчĕсем пĕр мечĕк тапса кĕртрĕç. Иккĕмĕшĕнче Елчĕксем вăйă шутне танлаштарчĕç. Анчах вăйă вĕçленес умĕн Элпуç футболисчĕсем çĕнтерỹ кỹнĕ гол тапса кĕртме пултарчĕçех - 2:1. Вĕсем Тĕмер ялĕн куçса çỹрекен кубокне çĕнсе илчĕç.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе турнирăн чи лайăх вăйçисене палăртрĕç. Элпуç командинчи Алексей Захаров "Чи лайăх тапăнса вылякан" ята тивĕçрĕ. "Чи лайăх вратарь" - Дмитрий Московский (Елчĕк), "Чи лайăх çурма хỹтĕленсе вылякан" - Георгий Смирнов (Акчел), "Чи лайăх хỹтĕленсе вылякан" - Сергей Скворцов (Акчел).

Тĕмер ялĕн турнирĕ кăçал ытти çулхи пек шăрăхра мар, футболистсене выляма меллĕ сулхăн кун иртрĕ. Ăна йĕркелекенсем стадиона турнира лайăх хатĕрленĕ, хăнасене ăшшăн кĕтсе илчĕç. Çĕнтерỹçĕсене чысланă май Тĕмерти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул директорĕ Александр Муллин участниксене турнира хутшăннăшăн тав турĕ, спортра ăнăçусем сунчĕ.

Н.АЛЕКСЕЕВ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Администрация Кильдюшевского сельского поселения

Чувашская Республика Яльчикский район  д. Кильдюшево, ул. 40 лет Победы, 20

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика