Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлчĕ

24 августа 2013 г.

Хирлеппуç ялĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлни ял çыннисемшĕн чăннипех те савăнăç пулчĕ. Уява ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ А.Самойлова, Элĕк район пуçлăхĕ В.Дубинин, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов, больницăн тĕп врачĕ А.Платонов тата ял çыннисем хутшăнчĕç.

– Паян эпир республика Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енре тăваттăмĕш фельдшерпа акушер пунктне уçатпăр. Эсир кивĕ çурта лайăх астăватăр. Паянхи вара чуна савăнтарать. Медицина пулăшăвĕ çÿллĕ шая çĕклентĕр тесе çак ĕçе пурнăçлатпăр. Çамрăксем те яла юлĕç, çемьсенче ачасем йышланĕç, – терĕ А.Самойлова министр.

Алла Владимировна пĕлтернĕ тăрăх, 2013 çулта фельдшерпа акушер пункчĕсене сентябрь-октябрь уйăхĕсенче уçма палăртнă. Район пуçлăхĕ В.Дубинин фельдшерпа акушер пункчĕ халăхшăн кирлĕ пулнине, медицина пулăшăвĕсĕр ял çыннине кансĕррине пĕлтерчĕ.

– Паянхи паллă кун çак çурта çĕклеме пулăшнă подряд организацине тав сăмахĕ калас килет. Фельдшерпа акушер пунктне пурнăçпа шайлаштарса тунă. Кунта тĕрлĕ çулсенчисем валли питĕ лайăх условисем йĕркеленĕ. Эпĕ сире пурне те чир-чĕрсĕр пурăнма ырлăх-сывлăх сунатăп, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов.

Хĕрлĕ хăйăва ялти чи çамрăк ача С.Ильин тата фельдшерта 26 çул ĕçленĕ Ф.Петрова касрĕç. Федора Максимовна каланă тăрăх, малтанхи кивĕ çуртра хĕлле питĕ сивĕ пулнă. Паян вара çынсене çĕнĕ çуртра ăшă шыв, таса та çутă пÿлĕмсем пурри савăнтарать.

Наталия Никандрова фельдшер уява пухăннисене тата республика Пуçлăхне тата Правительствине тав сăмахĕ каларĕ.

Хĕрлĕ хăю каснă хыççăн хăнасем фельдшерпа акушер пункчĕн эмел упрамалли, медперсонал, процедура пÿлĕмĕсемпе паллашрĕç.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429260, Аликовский район, д. Таутово, ул. Школьная, д. 1 "б"
Телефон: 8(83535) 63-2-91
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика