Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕнесен хуçисем явап тытрĕç

24 августа 2013 г.

Районти административлă комисси хăйĕн кашни ларăвĕнче шалти ĕçсен пайĕнчен килнĕ протоколсене вуншар пăхса тухать. Административлă кодекспа килĕшÿллĕн айăплисене тивĕçлĕ явап тыттарать. Акă, кăçалхи пĕрремĕш çур çулта комиссие 60 ытла протокол килнĕ. Вĕсене пурне те вăхăтра пăхса тухнă. Йĕркене пăсакансем штрафне те сахалах мар тÿлерĕç.

Комиссин юлашки ларăвĕнче (вăл августăн 21-мĕшĕнче иртрĕ) 22 ĕç пăхса тухрăмăр, вĕсенчен 11-шĕ административлă кодексăн 15-мĕш статйине пырса тивет. Выльăх-чĕрлĕхе, йыт-качкана урама, уй-хире кăларса янă çынсене (хуçасене) явап тыттарасси пирки каланă асăннă статьяра. Штрафĕ пĕр пин тенкĕ таран.

Комсомольски çыннисем миçе çул ĕнтĕ Урмаелĕнчен килекен хуçасăр ĕнесем çĕр улми анисем çинче тапăр тунипе тарăхаççĕ. Чĕкĕнтĕр йăранĕсене тĕп тăваççĕ, сухан касĕсем те куçран çухалаççĕ, çĕр улмине те сăмсипе, мăйракисемпе чавса кăларса çиеççĕ. Кăçал вара Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П.Силивестров тата Е.Атласкина специалист тăрăшнипе 12 ĕнене тытса хупма май килнĕ, 10-шĕ — Урмаелсен. Иккĕшĕ Комсомольски çыннисен, анчах хуçисем «тупăнмарĕç». Камсем иккенни те паллă, ĕнисем хăйсен килнех таврăнчĕç.

Ĕнесене ирĕке кăларса янăшăн Урмаел çыннисем Ф.Вахитова, С.Рамзанова, Г.Шайдуллина, Г.Кутаранова, Р.Чакаева, З.Атдинова, З.Акшова, Ф.Гибатдинова, Р.Хисамова, Г.Хамбикова районти административлă комиссин йышăнăвĕпе патшалăх кассине пиншер тенкĕ штраф хыврĕç.

Çĕр улми анисем çинче текех выльăх-чĕрлĕх ашнине курас марччĕ.

Район центрĕнче çÿрекен качакасен хуçисене те пырса тивет çакă. Вĕсен те выльăхĕсене ирĕке ярас марччĕ.

В.ГАВРИЛОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика