Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районти лару-тăрупа паллашрĕç

24 августа 2013 г.

Юн кун, çурлан 21-мĕшĕнче, районта черетлĕ инфомаци кунĕ иртрĕ. Шупашкар хулинчен килнĕ специалистсем ял çыннисемпе тĕл пулса хумхантаракан ыйтусене сÿтсе яврĕç, кирлĕ хуравсем пачĕç. Районти ял тăрăхĕсенче пулчĕç хăнасем, ял хуçалăх ĕçĕсем епле пынипе интересленнипе пĕрлех, вĕсем ЧР вĕренÿ системин аталанăвĕ, коммуналлă хуçалăхсем 2013—2014 çулсенчи хутса ăшăтмалли тапхăра мĕнле хатĕрленни пирки сÿтсе яврĕç.

Чăваш Республикинчи пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ Ирина Геннадьевна Устенко, район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Романович Афанасьев чи малтанах районти тĕп библиотекăра пулчĕç. Ирина Устенко ЧР Пуçлăхĕн 72 №-лĕ «Чăваш Республикин патшалăх наградисене парасси çинчен» указне пурнăçласа Кĕçĕн Каçалта пурăнакан Зоя Васильевнăпа Арсентий Степанович Кокоревсене «Юратупа шанчăклăхшăн» орден парса саламларĕ.

— Эсир çамрăксемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Сире малашне те пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма çирĕп сывлăх, вăрăм та такăр ĕмĕр, канлĕ ватлăх сунатăп, — терĕ Ирина Геннадьевна.

Кокоревсене хĕрĕсемпе ывăлĕсем, мăнукĕсем, ĕçтешĕсем, район администраци- йĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ И.Никитина, ЗАГС специалисчĕ С.Портнова, культура ĕçченĕсем тата ыттисем те саламларĕç.

Çавăн пекех ĕçлĕ ушкăн Тукай Мишерĕнчи вăтам шкулта пулчĕ, унти ĕç-хĕлпе паллашрĕ. Шкула реконструкциленĕрен, кунта — хĕрÿ ĕç вăхăчĕ. Пурнăçламалли ĕç калăпăшĕ чылай пулин те, тăрăшакансем шкула Пĕлÿ кунĕ тĕлне хатĕрлесе çитерме шантараççĕ.

Ушкăн Шурут ял тăрăхĕнче тата ытти ял хуçалăх кооперативĕсенче пулса курчĕ.

А.ВЛАДИМИРОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика