Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăйлисем парнесене тивĕçрĕç

14 августа 2013 г.

Августăн 10-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутайри тĕп стадионта Сывлăхпа спорт кунĕ иртрĕ. Физкультурник кунне халалланă спорт уявне власть органĕсен, ял тăрăхĕсен, учрежденисемпе организацисен командисем тата спорта юратакансем пухăнчĕç.

Сывлăхпа спорт уявне район пуçлăхĕ Александр Степанов уçрĕ, Физкультурник кунĕпе саламланипе пĕрлех пурне те ăмăртусенче пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу тата вăй-хал сунчĕ. Уява аякран килнĕ хăна, Данте Гранайола итальянец та хутшăнчĕ, вăл пурне те уявпа саламларĕ, районти физкультурăпа спорт комплексĕ килĕшнине палăртрĕ.

Спорт ăмăртăвĕсем "Вăйлисене – медальсемпе парнесем, çирĕп сывлăх – пурне те!" девизпа килĕшÿллĕн иртрĕç. Спорта кăмăллакансем 100 тата 800 метрлă дистанцисене чупас, канат туртас, ишес, пневматикăлла пăшалтан тĕл перес тата ытти енĕпе тупăшрĕç.

100 метрлă дистанцие чупакансенчен Елена Сорокина чи лайăх вăхăт (15,1) кăтартрĕ. Атнар ял тăрăхĕн представителĕ Татьяна Кудряшова иккĕмĕш, райадминистрацин ĕçченĕ Алина Михуткина виççĕмĕш пулчĕç. Арçынсем хушшинче чи лайăх кăтартупа (11,1) Эдуард Дадюков палăрчĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Пантьăк ял тăрăхĕнчи Алексей Долгов тата Хусанушкăнчи Максим Смирнов пайларĕç.

Çавăн пекех çак кун çăмăл атлетикăна кăмăллакансем 800 метрлă дистанцие парăнтарчĕç. Асăннă ăмăртура пьедесталăн пур картлашки çине те Хĕрлĕ Чутайри "Хастар" спорт шкулĕн вĕренекенĕсем – Алексей Дадюков, Юрий Степанов тата Кирилл Андрианов – тăчĕç.

Хутăш эстафетăна 14 команда хутшăнчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров ертсе пыракан команда икĕ минут та 55 çеккунт пĕтĕмлетÿпе ыттисене самай хыçала хăварма пултарчĕ. Иккĕмĕш вырăна райпо спортсменĕсем тухрĕç, виççĕмĕш – Хусанушкăнь ял тăрăхĕн команди.

Канат туртас ăмăртура çĕнтерÿçĕ ятне районти суд ĕçченĕсен туслă команди тивĕçрĕ, иккĕмĕш – райпо спортсменĕсем, виççĕмĕш – райадминистрацин ял хуçалăх тата кил-çуртпа коммуналлă хуçалăх управленийĕн команди.

Ишме юратакансем 50 метрлă дистанцие парăнтарчĕç. Хĕрсем хушшинче Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекен Инна Крыцована çитекенни пулмарĕ. Арçынсем хушшинче Туктамăш ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Алексей Ярылкин çĕнтерчĕ.

Шахмат турнирĕнче арçынсем хушшинче Енкĕлт ялĕнче пурăнакан спорт ветеранĕ Валерий Храмов (63 çулта) мала тухрĕ. "Нива" ЯХПК ертÿçи Владимир Мурайкин шашкăлла выляса çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. Хĕрарăмсем хушшинче пьедесталăн çÿлти картлашки çине Тралькасси ял тăрăхĕн представителĕ Галина Еремеева тăчĕ.

Мини-футболла выляма кăмăллакансем хушшинче çĕнтерÿçĕ ятне Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн "Центр" команди тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăна район больницин команди тухрĕ, виççĕмĕш – футбол ветеранĕсем, вĕсем тралькассисемшĕн вылярĕç.

Спорт вăййисен çĕнтерÿçисене район администрацийĕн тата вырăнти ДОСААФ уйрăмĕн грамотисемпе, дипломĕсемпе тата парнисемпе наградăларĕç. Çавăн пекех спорт уявне ирттерме финанс енчен Шуккакасси ялĕнчи футбол ветеранĕ Юрий Кошелев пулăшрĕ.

А.ВАСЮКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика