Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 90 сул тултарна

07 августа 2013 г.

 

Хĕрлĕ Чутайра пурăнакан Надежда Бронюкова июлĕн 29-мĕшĕнче 90 çул тултарнă. Çак ятпа ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Вера Ярабаева, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн специалисчĕ Ольга Абакумова саламланă. Çавăн пекех вĕсем Надежда Петровнана Владимир Путинран килнĕ Саламлă çырăва вуласа панă. Раççей Президенчĕ салам сăмахĕсемпе пĕрлех фронтра тата тылра паттăрлăх кăтартнăшăн кинемее тав тунă.

Надежда Петровна вăрçă пуçланнă куна лайăх астăвать. Тин çеç шкул пĕтернĕ çамрăк хĕр, колхоз ĕçне кÿлĕннĕскер, вăрçă тухнине илтет. Арçынсемпе каччăсем фронта кайсан вăл ялта юлнисемпе пĕрле хамăр районта, унтан Çĕмĕрлере окоп чавнă çĕре хутшăнать. 1942 çулта ăна çара кайма повестка панă. Сахал мар нуша курма, тÿсме тивнĕ Надежда Петровнан. Телее, тăван киле тĕрĕс-тĕкел таврăннă. Етĕрнери педучилищĕре учителе вĕренсе тухнăскер Ишеккасси шкулĕнче нумай çул ĕçленĕ. Ачасене пĕлÿпе воспитани парас ĕçре 40 çул вăй хунă. Халĕ Надежда Бронюкова мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсен тимлĕхне туйса пурăнать.

А.ДМИТРИЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика