Кудеснерский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вера Андрееван – «бронза» тата «ылтăн»

12 августа 2013 г.

Çĕнĕ Шулхан ялĕнче çуралса ÿснĕ, маунтинбайк енĕпе Раççей спорт мастерĕ, Пекинри XXIX Олимп вăййисене хутшăннă Вера Андреева велосипедисткăн спортри çитĕнĕвĕсемпе спортпа кăсăкланакансем интересленсех тăраççĕ. Тăтăшах ăмăртусемпе сборсенче пулнă май, тăван ялне те сахал килсе çÿрет. Çак кунсенче пирĕн штатра тăман корреспондент А.ХОВАНСКИЙ журналист унпа тĕл пулса калаçнă, хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама ыйтнă.

- Вера Сергеевна, кăçалхи спорт сезонĕ сирĕншĕн еплерех иртсе пырать?

- Тÿрех калас пулать, ăнăçлă темелле. Чылай çĕршывсенче ирттернĕ тупăшусене хутшăнма май килчĕ. Германи, Итали, Чехи çĕршывĕсенче тĕнче Кубокĕшĕн ăмăртрăмăр. Швейцарире ирттернĕ Европа чемпионатне хутшăнтăм. Германире ирттернĕ ăмăртура урана амантрăм. Сурана пăхмасăрах кашни тупăшурах çĕнтерÿшĕн, Раççей чысĕшĕн мĕн пур вăй-хала патăм. Тăрăшни сая каймарĕ. Кашни ăмăртурах начар мар кăтартусемпе палăртăм. Кăçалхи кăтартусемпе эпĕ кăмăллă.

- Раççей чемпионатĕнче маунтинбайк енĕпе элита категорийĕнче кросс-кантри тупăшура эсир «бронзăна» тивĕçрĕр. Ăмăрту еплерех иртрĕ?

- Санкт-Петербург хули çывăхĕнчи Юкки поселокĕнче ирттернĕ Раççей чемпионатне Мускавран, Петербургран, Карелинчен, Тутарстанран, Удмуртирен, Самарăран, Калининградран, Челябинскран, Тюменьрен тата ытти çĕртен килнĕ чи вăйлă спортсменсем хутшăнчĕç. Ăмăрту питех те çивĕч иртрĕ. Эпир те, Чăваш Ен спортсменĕсем, хăраса ÿкмерĕмĕр. Маунтинбайк енĕпе Пекинри XXIX Олимп вăййисен бронза призерĕ, тĕнче Кубокĕн çĕнтерÿçи (1997-2001), Европа чемпионачĕн бронза призерĕ (2001), кросс-кантри тупăшура тĕнче чемпионĕ (2007-2009) Ирина Калентьева (Патăрьел районĕ) пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Унăн спортри пултарулăхĕ мана та çитĕнÿсем тума хавхалантарать. Эпĕ те унпа пĕрле юнашарах ăмăртрăм, виççĕмĕш вырăн йышăнтăм, бронза медале тивĕçрĕм. Маншăн пысăк çитĕнÿ ку.

- Раççей чемпионатĕнче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ ятпа Сире саламлатпăр. Санкт-Петербургран пынă Оксана Рыбаковапа кĕрешме йывăр килмерĕ-и?

- Июлĕн 18-мĕшĕнче Юкки поселокĕнче Раççей чемпионачĕ тата Раççейре мала тухассишĕн ăмăртусем, çавăн пекех велоспортăн маунтинбайк енĕпе Пĕтĕм Раççейри ăмăртусем иртрĕç. 21 регионтан пуçтарăннă спортсменсем 4 кун хушшинче «Олимп кросс-кантрийĕ» тата «вăйăран тухса ÿк» дисциплинăсенче тупăшрĕç. «Вăйăран тухса ÿк» чупура эпĕ çĕршыв чемпионĕ ята çĕнсе илтĕм. Оксанăна эпĕ чылайранпа пĕлетĕп. Вăйлă спортсменка. Китайри Олимпиада умĕн унпа пĕрле ăмăртса чупма тивнĕччĕ. Ун чухне те эпĕ выляса илнĕччĕ. Вăл çак хулара пурăнать. Çĕнтерме стенасем те пулăшаççĕ пек ĕнтĕ. Çук, стенисем пулăшаймарĕç, эпĕ выляса илтĕм. «Çĕнтерес тесен мĕн вĕçне çитиччен кĕреш», - текен каларăша эпĕ яланах асра тытатăп. Çавă та пулăшать пулĕ мана.

- Умри тĕллевсемпе паллаштарсамăр.

- Кашни спортсмен хăйĕн спортри пултарулăхне куллен ÿстерсе пырассишĕн, Олимп вăййисене хутшăнса çитĕнÿ тăвасси пирки ĕмĕтленет.Çак куна Раççейре СССР Верховнăй Совечĕн 1980 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн ирттереççĕ. Манăн та тĕллев çаплах. 2016 çулта Бразилири Рио-де-Жанейро хулинче пулакан Олимп вăййисене хутшăнма хатĕрленетĕп.

Пур спортсменсемпе спорта юратакансене, сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыракансене Физкультурник кунĕ ячĕпе саламлатăп.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика