Питишевское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ал ĕç куравĕ илĕртрĕ

19 июня 2013 г.

Кăçалхи Акатуйра ал ĕç ăстисен куравĕ те пулчĕ. Ял тăрăхĕсем «Элĕк çĕрĕн
ăстисем» конкурсра хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Курава вĕсем культура
учрежденийĕсемпе пĕрле йывăçран касса кăларнă илемлĕ япаласем, тĕрĕ-эрешсем,
çăмран, пир-авăртан ăсталанă теттесем, тĕртсе тунă хайласем, хитре ÿкерчĕксем
тата ытти темтепĕр илсе килнĕ.

Жюри пурин ĕçне те çирĕп хакласа пахаларĕ. Мăн Вылă ял тăрăхĕ «Гран-при»
çĕнсе илчĕ. Пĕрремĕш вырăн – Элĕк, Ехремкасси, Ураскилт, Тени ял тăрăхĕсен.
Крымсарайка, Питĕшкасси, Тавăт, Чăваш Сурăм ял тăрăхĕсем – иккĕмĕшсем. Виççĕмĕш
вырăнта – Йăлкăш тата Юнтапа ял тăрăхĕсем. Шĕмшешсем «Куракансен киленÿ призне»
тивĕçрĕç. Конкурс çĕнтерÿçĕсемпе призерĕсене укçан парнесем парса
хавхалантарчĕç.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429240, Аликовский район, д. Питишево, ул. Войкова, д. 58
Телефон: 8(83535) 62-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика