Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Программăна пурнăçланă, анчах хваттер хуçисем юсавшăн тÿлеме васкамаççĕ

18 декабря 2012 г.

Тăвай ялĕ илемленсе, лайăхланса пырасси хăш-пĕр çĕнĕ объектсем туса хута янипе, урамсене, территорисене тирпей-илем кĕртнипе пĕрлех нумай хваттерлĕ çуртсене çĕнетсе, пурăнма хăтлăрах туса панинчен те нумай килет.
Ку енĕпе кăçал сахал мар ĕçленĕ: пурăнмалли нумай хваттерлĕ çуртсене тĕп юсав тумалли программăна пурнăçа кĕртсе, тăхăр çуртăн тăррине йĕркелесе профнастилпа витнĕ, виçĕ çуртра электричество кĕртнĕ, пĕр çуртра шыв пăрăхĕсемпе канализацие улăштарнă, сантехника ĕçĕсем тунă тата ытти те. Ырă ĕç чăннипех ырлăх кÿрет, пурнăçа савăкрах тăвать.
Çапах та нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансенчен чылайăшĕ çак ырă ĕçĕн пĕлтерĕшне кирлĕ пек хаклама тăрăшмасть-ха, унта хăйĕн тÿпине хывассинчен пăрăнать. Асăннă çуртсенче кăçал тĕп юсав тума палăртнă программăна пурнăçланă май, халĕ çав ĕçсемшĕн подрядчиксемпе укçа-тенкĕпе татăлмалла, Шупашкара, ытти çĕре вăхăтра отчетсем тăратмалла. Паллă ĕнтĕ, çуртсене тĕп юсав тума кирлĕ укçа-тенкĕн тĕп пайне çÿлтен панă. Çакăнпа пĕрлех юсав тунă çуртсенче пурăнакан хваттер хуçисен те çав ĕçсен суммин 5 процентне (пилĕк процентне кăна!) хăйсен тÿлемелле. Çав вăхăтрах танлаштарма: ялта пурăнакан харпăр хăй çуртне юсама тухакан пĕтĕм тăкака хăй кĕсйинчен тÿсет. Апла пулин те, Тăвай ялĕнче нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем тĕп юсав тунăшăн тивекен 5 процента паян кун та тÿлесе татма васкамаççĕ. Ку таранччен çуррине кăна тÿленĕ. Ытти хваттер хуçисем мĕн кĕтеççĕ?! Çулталăк вĕçленнĕпе пĕрех вĕт. Вĕсем çав 5 процента çитес кунсенчех тÿлесе татмасан, çитес çул нумай хваттерлĕ ытти çуртсене тĕп юсав тумашкăн çÿлтен укçа-тенкĕ уйăрса памасăр тăма пултараççĕ. Çакна та шута илмелле юсавшăн ку таранччен тÿлеймен çынсен. Çавăнпа шанас килет кăçал тĕп юсав тунă нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем хăйсен тÿлемелли 5 процента çак кунсенчех парса татĕç тесе.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика