отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Урмарском районе ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Публикации » Рабочи ытларах кирлĕ

31 июля 2013 г.

2013 çулхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче Патăрьел районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра пулăшу ыйтса 676 çын пынă /иртнĕ çулхи çав вăхăтра - 725/. Вĕсенчен 238-шĕ /35,2%/ ĕçсĕр статусне илнĕ.

Шута илнĕ ĕç шыракансен йышĕнче 324 хĕрарăм, 16-29 çулсенчи 296 çамрăк, 14-18 çулсенчисем - 330-ăн, тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çывхаракансем - 19-ăн. Ĕçлес пултарулăх пур сусăрсен тÿпи 2,4%, салтак тивĕçне пурнăçласа таврăннисен - 0,3%, вĕренÿ заведенийĕ пĕтернĕ хыççăн вырăн тупайманнисем 1% шутланаççĕ. 26,5% юлашки ĕç вырăнĕнчен хăйсен ирĕкĕпе кайнă, 2,5% - предприятие хупнипе е штата чакарнипе.

Кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçлев центрĕнче 114 çынна регистрациленĕ /иртнĕ çулхи çав вăхăтра - 141/. Вĕсен йышĕнче хĕрарăмсем - 71,1%, 30 çулчченхи çамрăксем - 33,3%, пенси ÿсĕмне çывхаракансем - 14%. 2012 çулхи çав тапхăртипе танлаштарсан /0,65/ ĕçсĕрлĕх шайĕ кăçал 0,54 процента çити чакнă.

Кунпа пĕрлех малтанхи вырăнтан хăйсен ирĕкĕпе кайнисем йышланнă, асăннă кăтарту 57% танлашнă /пĕлтĕр - 46,8%/. Предприятие хупнипе е штата пĕчĕклетнипе ĕçсĕр юлнисем вара пĕлтĕрхинчен /12,1%/ икĕ хут чакнă. Çавăн пекех ĕçсĕрлĕхĕн вăтам тăсăмĕ кĕскелнĕ, çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 3,5 уйăха юлнă /пĕлтĕр - 4/.

Ĕçлев центрне çулталăк пуçланнăранпа 739 ваканси пурри пирки информаци çитернĕ. Вĕсенчен 627-шĕ рабочи профессийĕсемпе çыхăннă. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 349 вакансипе ĕç вăйĕ кирлине пĕлтернĕ /иртнĕ çулхи çав вăхăтра - 237/.

2013 çулта ĕç рынокĕнчи кăткăслăх коэффициенчĕ чакас туртăм палăрать, асăннă тапхăр тĕлне вăл 0,33 единица пулнă /пĕлтĕрхи çав тапхăрта - 0,64/.

Кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче центр пулăшнипе 547 çынна ĕçе вырнаçтарнă /2012 çулхи 6 уйăхра - 567/. Вĕсенчен 121-шĕ ĕçсĕр, 426-шне 10 кун иртиччен ĕçлĕ тунă. 12 граждана Раççей Федерацийĕн ытти регионне янă /2012 çулхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче - 9/.

Çулталăк пуçланнăранпа обществăн тÿлевлĕ ĕçне 71 çын хутшăннă /пĕлтĕр - 99/. Вĕсенчен 91,5% - хĕрарăмсем, 35,2% - 16-29 çулсенчи çамрăксем, 18,3% - учетра 6 уйăхран ытларах тăнисем. Çул çитмен 330 çамрăка вĕренÿрен пушă тапхăрта вăхăтлăх вырнаçтармашкăн районти предприяти-организаципе 19 килĕшÿ тунă. Тĕпрен илсен вĕсем - сахал тупăшлă /84/, тулли мар тата йышлă çемьесенче /74/ çитĕнекенсем.

Ĕç тупма кансĕр граждансене йышăнмашкăн 4 килĕшÿ çырнă. Унта 6 ĕçсĕре илнĕ. Мероприятие хутшăнакансем - инвалидсем тата пенси ÿсĕмне çывхаракансем /3-шерĕн/. Ĕçсĕр пĕр çынна предпринимательлĕх йĕркелеме документ хатĕрлемешкĕн 850 тенкĕлĕх пулăшнă, иккĕн харпăр хăй бизнесне уçмашкăн 58800-шер тенке тивĕçнĕ. Профессин вăтам тата пуçламăш пĕлĕвне илнĕ 18-20 çулсенчи икĕ çамрăка пĕрремĕш хут ĕçе вырнаçтарнă. 56 ĕçсĕре рынок ыйтакан профессипе /тракторист, уйрăм хуралçă, котельнăй операторĕ, суту-илÿ залĕн кассирĕ, ЭВМ операторĕ/ ăс пухма янă. Ачана 3 çула çитиччен пăхма илнĕ отпускри хĕрарăмсене тата ĕçлĕ хутшăнусем йĕркелемен амăшĕсене - тĕпренчĕкĕсене 3 çула çитиччен пăхакансене - те профессие хăнăхтарас енĕпе тимлетпĕр: çиччĕн ПЭВМ операторĕн специальноçне вĕренеççĕ.

700 çынна профориентаци, 40 ĕçсĕре социаллă адаптаци енĕпе патшалăх пулăшăвĕ панă. Иккĕмĕш ушкăнрисенчен 11-шĕ вырăн тупнă, 9-шĕ профессие вĕренме тытăннă. 30 ĕçсĕр психологи хÿтлĕхне тивĕçнĕ /вĕсенчен 14-шĕ ĕç тупнă, 6-шĕ профвĕренĕве кайнă/.

2013 çулхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче вакансисен 3 ярмăрккине 36 çынна йыхравланă, унта 28 ваканси сĕннĕ, ĕç шыракан 21 гражданин вырнаçма пултарнă.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика