Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Музейре урок та ирттереççĕ

02 августа 2013 г.

Асаттесемпе асаннесенчен, кукаçисемпе кукамайсенчен юлнă япаласене чылай чухне упрама пĕлместпĕр. Нимĕн тума та кирлĕ мар тесе хăшĕ-пĕри вĕсене кăларсах ывăтать. Теприсем вара ĕç хатĕрĕсене, çи-пуçа, документсене вырăнти музее параççĕ. «Музей - аваллăх управçи», - тесе ахальтен каламастпăр-çке. Шел, пур ял тăрăхĕнче те, кашни шкулта та музей çук. Çакнашкал учрежденипе Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнар ял тăрăхĕнче пурăнакансем чăнахах та мăнаçланма пултараççĕ.

1960 çулта Атнар вăтам шкулĕн педагогĕсем ачасене вĕренÿпе воспитани парас ĕçре музей лайăх пулăшассине ăнланса ăна йĕркелеме палăртнă. Çак ĕçре истори урокĕсене ертсе пыракан Григорий Мигушкин хастарлăх кăтартнă. Вăл тăрăшнипе çав çулах авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕнче музей уçнă. Экспонатсене упрама йывăç шкулăн пÿлĕмĕсенчен пĕрне пÿлсе уйăрнă. Пуçтарнă экспонатсене унта упранă.

Музей пуçарса, ăна тытса тăма чăтăмлăх сахал мар кирлĕ. Унтан та ытларах çак ĕç музейшĕн яваплă çынна кăсăклантартăр, унăн ыттисене явăçтарма, илĕртме, хавхалантарма пĕлмелле. Шăпах çавăн пек çын пулнă Григорий Андреевич. Ун çинчен те кĕскен каласа хăварас килет. Ăна ентешĕсем ырăпа кăна асăнаççĕ. Пурăннă тăк вăл çут тĕнчене килни 2014 çулта пĕр ĕмĕр çитнине тăванĕсемпе, ентешĕсемпе паллă тăвĕччĕç, анчах кун-çулĕ кĕске пулнă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннăскер Дальний хулинче трофейпа изолятор завочĕн директорĕнче икĕ çул тăрăшнă. Унтан пурнăçне Атнар вăтам шкулне халалласа 27 çул учительре тар тăкнă. РСФСР тата ЧАССР Çут ĕç министерствисен Хисеп хутне тивĕçнĕскер пуçарнă музей епле аталанса пынă-ха?

Григорий Мигушкин хăйĕн тивĕçне тулли кăмăлпа, юратса пурнăçланă. Вăл учительсемпе вĕренекенсенчен, ачасен ашшĕ-амăшĕнчен тăракан пĕрлĕхе те ертсе пыма пуçланă. Владимир Мадебейкин педагог Коминтерн ячĕллĕ колхоз 1959-1966 çулсенче епле аталаннине кăтартакан хутсемпе, информаципе тивĕçтернĕ. Истори учителĕ Людмила Порфирьева граждан вăрçине хутшăннă çынсен списокне хатĕрленĕ, Тарапай, Сорăм, Хĕрлĕяр, Кишля, Иккĕмĕш Липовка ялĕсенчен тухнă паллă ентешĕсем çинчен хыпар пухнă. Экспонатсен пĕр пайне пуçтарсан кăна «Атнар вăтам шкулĕн музейĕ» ят панă.

Йĕркеленнĕренпе çулталăк иртсен музей маларах хатĕрленĕ план тăрăх ĕçленĕ. Пĕрлĕх хастарĕсем çул çÿреве тăтăшах тухса вырăнти тавралăха тĕпченĕ, япаласем пуçтарнă. Вĕренекенсем çулсеренех Шупашкара тата Чĕмпĕре экскурсие çÿренĕ. Çур ĕмĕр каялла директорăн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Михаил Хураськин ертсе пынипе Атнар - Шупашкар - Хусан - Чĕмпĕр - Канаш - Çĕмĕрле - Атнар маршрута пирвайхи хут парăнтарнă. 13 вĕренекенпе пĕр педагог асăннă хуласен кун-çулĕпе, унти чи паллă вырăнсемпе паллашнă.

Музей хăйĕн тавра вĕренекенсене кăна мар, çамрăксемпе аслă ÿсĕмрисене те чăмăртанă. Йыш пысăкланнă, музей ĕç-хĕлĕпе кăсăкланнă, экспонатсемпе пуянлатма çуннă. 1963 çултах истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ Нина Трубникова ертсе пынипе Туканашра шырав-тĕпчев йĕркеленĕ. Унта шкул музейĕн членĕсене те явăçтарнă. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри çитĕнсен учителе вĕренсе ачасене пĕлÿ панă. Çав йышра - Владимир Храмов та. Халĕ вăл, тивĕçлĕ канурискер, мăшăрĕпе Фрида Афанасьевнăпа пĕрле музее пăхса тăрать.

Туканаш пирки Атнар тăрăхĕнчисем акă мĕн каларĕç. Х ĕмĕрте чăваш çĕрĕ çине пăлхарсем килнĕ, пирĕн хăш-пĕр район Пăлхар патшалăхне кĕнĕ. Халăх пур енчен те çирĕплетнĕ хуласемпе саласенче пурăннă, çĕрпе аппаланнă, пулă тытнă, ытти ал ĕçĕпе тăрмашнă.

Тавра пĕлÿ ĕçне хастар хутшăннăшăн 1979 çулта ЧАССР çут ĕç министрĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн «аваллăх управçине» «ЧАССРăн Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнар вăтам шкулĕн тавра пĕлÿ музейĕ» ят панă. Çав çулах 624 вырăнлă çĕнĕ шкул уçнă. Унчченхи йывăç çурта вара экспонатсене куçарнă. Музей халĕ те унта вырнаçнă.

Музейре экскурси кăна мар, уроксем те ирттереççĕ. Педагогсем экспонатсемпе усă курни ачасене темăна тĕплĕнрех ăнлантарма, интереслентерме пулăшнине палăртаççĕ. Музей çак уйрăмсенчен тăрать: «Пирĕн тавралăх - ĕлкĕ-авал» /икĕ зал/, «Çар мухтавĕ», «Ĕç мухтавĕ» /Совет тапхăрне сăнлаççĕ/. Чăнах та, музей экспонатран питĕ пуян. Асаттесемпе асаннесен, кукаçисемпе кукамайсен вăхăтĕнчи кил хуçалăхĕпе - пÿртре, лаçра мĕнле пулнипе, кĕлет умĕпе - паллашаятăн. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă тата юнлă хиртен таврăнайман ентешĕсен ячĕсене çырса тирпейлĕ пысăк папка хатĕрленĕ. Авалхи çи-пуçа, ĕç хатĕрĕсене, аттестатсене, тĕрлĕ документа курма тата темĕн тĕрлĕ экспонатпа та паллашма пулать. Пыракансем унта мамонтăн кайри ура тунин шăммине асăрхамасăр иртеймеççĕ. Унăн тăршшĕ - 114 сантиметр. Тата палеолит вăхăтĕнчи чĕр чунсен шăлĕсем те пур... Музейпе, унти экспонатсемпе çамрăк экскурсоводсем, Атнар вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем, паллаштараççĕ.

 

Елена ТРОФИМОВА.

Источник: "Çамрăксен хаçачĕ"

Первоисточник: http://hypar.ru/nws/show/57/21234/index.php?id=s021146506021

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика