Кудеснерский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕтеснерĕн мухтавлă ывăлĕ.

31 июля 2013 г.

«Эпир хамăр тăвана уттинченех паллатпăр», - тесе юрлать чăваш. Кĕтеснерĕн утмăл çула çитнĕ «каччи», Çеçпĕл Мишши калашле, чăнах та, «хастар та хыт утăмлă» пулчĕ, халĕ те вăл ĕçре вăр-вар.

Сăмахĕ патшалăх ĕçне кÿлĕннĕ Михаил Николаевич Краснов çинчен пырать. Мĕн ачаран ĕçре пиçĕхсе ÿснĕскер, çивĕч ăс-тăнлă, пысăк тавра курăмлă, тарăн пĕлÿллĕ те культурăллă ĕçчен çын республикăра кăна мар, ун тулашĕнче те сумлă ят çĕнсе илчĕ.

Пурнăç йывăçĕн паха çимĕçĕсен сăлтавĕ çинчен ыйтсан, Михаил Николаевич чи малтанах Красновсен мĕн пур йăх-несĕлне ырăпа аса илчĕ: «Чăннипе, эпир Раççейри Ивановсемех, - терĕ юбиляр, - çĕнĕ хушамат вара асатте çумне граждан вăрçинче çыпăçнă, Иван Афанасьевич унта хастар çапăçнă. Çичĕ ача çуратса ÿстернĕ вĕсем асаннепе - Кивĕ Мăнтăр хĕрĕ пулнă Вера Романовнăпа. Кукамай вара, Анна Прокопьевна - Кивĕ Вăрмартан, хутла лайăх пĕлнĕ, вăл кукаçипе пилĕк ачана пурнăç çулĕ çине илсе тухнă».

Кукашшĕ, Никита Данилович Светлов, революциччен çирĕп хуçалăх тытнă, чăх çăмартипе суту-илÿ тунă, çак паха тавара пăрахутпа ют çĕршывсене ăсатнă. Совет влаçĕ килсен халăх ăна ял Совет председательне суйлать. Пĕтĕм Раççейри колхозниксен съездне делегат пулса кайсан «çĕршыв старости» Михаил Иванович Калинин ăна Тĕпĕçтăвкомра тăрăшма хăварнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Светлова тăшман çитсе тухасран хÿтĕлев тăрăхĕ йĕркелеме тата çав ĕçе тĕрĕслесе тăма Чăваш Республикине янă. Окопсемпе блиндажсем чавнă çĕрте халăхпа тан тарласа вăй хунăран, хытă шăнса пăсăлнипе вăл 1942 çулхи февралĕн пĕр шартлама сивĕ кунĕнче ĕмĕрлĕхех çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.

Ашшĕн, Николай Иванович Красновăн, вара Тăван çĕршыва алла хĕç-пăшал тытса хÿтĕлеме тивнĕ. Вăрçă участникĕн çар служби 1943-1951 çулсем хушши тăсăлнă. Çыхăну енĕпе ăста специалист пулнă старшина орденпа медальсене тивĕçнĕ, çар тумне хывсан тăван ялта, Мичурин ячĕллĕ колхозра электромеханикра вăй хунă, электричество, радио кĕртнĕ, телевизор илсе çитернĕ, вырăнти радиона йĕркеленĕ, ăна ертсе пынă. Вăл чылай грамотăсемпе хаклă парнесене тивĕçнĕ. Ял çыннисем ĕç ветеранне халăха яланах пулăшма хатĕр пулнишĕн сума сăваççĕ.

«Аннене анне, тееççĕ - аннене сутăн илме çук». Çав тери çаврăнăçуллă, ăшă кăмăллă, ылтăн чĕреллĕ Мария Никитична хурт-хăмăр ăсти те пулнă, хăмла çитĕнтерсе ÿстернĕ, Арапуç больницинче 15 çула яхăн тăрăшнă, тутлă апат-çимĕç хатĕрлес енĕпе те палăрнă. Унăн ырă сăнарне, халалне ачисем асра тытаççĕ. Нина - аслă пĕлÿллĕ фармацевт, Елена - бухгалтер, Николай колхоз председателĕнче ĕçлерĕ, халĕ - фермер, Елизавета «Ольдеевская» агрофирмăн тĕп экономисчĕ, пурин те - икшер-виçшер ăслă-тăнлă ача...

«Пире тăванлăх тытса тăрать», - тет Михаил Николаевич. Вăл, ман шутпа, чăвашлăха, тăван халăха тĕнчипех пĕрлештерсе тăракан вăй та. Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, архив ĕçĕн министрĕн çумĕ пулса сакăр çул ырми-канми ĕçленĕ вăхăтра та, çак министерствăн паянхи этноконфесси хутшăнăвĕсемшĕн яваплă пайăн çитĕнĕвĕсенче те унăн тÿпи питĕ пысăк. Влаç органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçленĕрен республикăра пурăнакан 128 тĕрлĕ халăх мирлĕ пурăнни те, 14 тĕне тытса пыракансем хушшинчи тăнăçлăх та çакна лайăх кăтартса парать. Республикăра паян тĕрлĕ халăхсен 28 наципе культура пĕрлешĕвĕ ĕçлет.

Ас тăватăп-ха, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн электромеханика факультетĕнчен вĕренсе тухсан, Шупашкарти электроаппарат заводĕнче ĕçленĕ чухне, М.Краснов çамрăк инженер-конструкторсем хушшинче чи лайăх рационализатор ята çĕнсе илнĕччĕ. Ăна Мускава, Пĕтĕм Раççейри çамрăксен наукăпа техника пултарулăхĕн канашлăвне чĕннĕччĕ. Тĕп хуларан таврăнсанах М.Краснова ВЛКСМ Чăваш обкомĕнче ĕçлеме шанчĕç. Каярахпа вăл Чăваш Республикин Министрĕсен Советĕнче те, Шупашкар хулин администрацийĕнче те, партин Чăваш обкомĕн тытăмĕнче те вăй хучĕ.

Михаил Николаевич тăрăшнипе çĕршыври ытти регионсенче пурăнакан ентешсем чăвашсен 93 культурăпа наци пĕрлешĕвне йĕркелерĕç. Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн членĕ пулнă май, Михаил Николаевич культура урлă ют çĕршывсемпе ĕçлĕ çыхăнусем тытса пыма чылай ырă ĕç тăвать.

Мал ĕмĕтлĕ, ĕçчен те сăпайлă, ырă кăмăллă çыннăн чыс-мухтавĕ те пысăк. Ĕçри çитĕнĕвĕсемшĕн ăна Раççей Федерацийĕн культура министерствин тата культура ĕçченĕсен Раççейри профсоюзĕн Хисеп грамотипе, 2003 тата 2012 çулсенче ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри çыравсемшĕн пама тунă медальсемпе, Чăваш Республикин Хисеп грамотипе тата ытти наградăсем парса хавхалантарнă. 2008-мĕш çулта Михаил Николаевича «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă.

Михаил Николаевич мăшăрĕ - врач, вĕсен икĕ ывăл, пĕр мăнук.

Пурнăç çулĕ çинче çакăн пек шанчăклă тус-тантăша тĕл пулнишĕн чунтан савăнатăп.

В.КОШКИН, 2002-2012 çулсенче министерствăра пĕрле ĕçленĕ запасри полковник.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика