Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлĕхпе кĕретпĕр ĕççине

20 июля 2013 г.

 

 

 

Иртнĕ кĕçнерникун, каçалла сулăннă пулин те, ĕç шавĕ тăратчĕ-ха «Нам ЭКО» ООО хуçалăхăн машинăпа трактор паркĕнче. Шăп çав кун хуçалăх ĕçченĕсем вырма-2013 умĕн хатĕррисен ретне тăратнă комбайнсенчен (вĕсем – хуçалăхра 3, пурте хăватлă ACROS - 580) пĕринпе уя тухрĕç. Тырă пуссинче çаврăм хыççăн çаврăм туса, тулли пучахсене çапса пăхрĕç.

Кăштах нÿрĕрех пулнăран ăна çав кун урăх вырас темерĕç, каялла парка кĕчĕç. «Паян тата ĕçре çĕнĕ агрегата тĕрĕслесе пăхрăмăр, -каласа парать хуçалăх управляющийĕ Геннадий Алексеевич Кудряшов.- Ку агрегат çителĕклĕ пиçнĕ, анчах çатăр типсе кайман, кирлĕ нÿрлĕхлĕ тырă пĕрчисене лапчăтать. МТЗ 1523 трактор çумне кăкарнă Финлянди агрегачĕ тырă пĕрчисене лапчăтнисĕр пуçне ятарлă консервантпа хутăштарать. Çак майпа тунă тырă хăйĕн пахалăхлă япалисене сыхласа хăварать çеç мар, вăрах хушă пăсăлмасть. Унсăр пуçне, выльăха çитерсен хырăмлăхра лайăх ирĕлет, питех те паха, усăллă белоклă апат пулать. Çĕнĕ агрегата ĕçре тĕрĕслеме Мускав специалисчĕ ятарласа паян пирĕнпе уя тухрĕ. Малашне çак меслетпе хатĕрленĕ апата дезинфекци тунă, бетон урайне полиэтилен пленки сарнă склада хурăпăр, пирчетсе купалăпăр. Çителĕклĕ çÿллĕшне çитсен çак пленкăпа, кăлпассине чĕркенĕ пек, сывлăш кĕрсе пăсăлмалла мар лайăх чĕркесе хупласа хурăпăр. Хĕлле вара ку паха апата кашни ĕне пуçне 7-10 килограмм таран парăпăр. Ку ĕнесене сĕт хушма май парĕ».

Хĕрÿ ĕççине пур енлĕ хатĕрленнĕ ку хуçалăхра. Вырмана хутшăнакан хăватлă комбайнсене çех мар, ытти кирлĕ техникăна та юсаса типтерленĕ. Кашни техника единицин «хуçине» тупса палăртнă. Хир карапĕсен рулĕсем умĕнче кăçал ял хуçалăхĕнче нумай çул ĕçлесе пуян опыт пухнă Сергей Ермаков, Герман Кузьмин, Александр Яруков пулĕç. Тырăна уй-хиртен турттаракан водительсем те паллă.

Каçа хирĕç пулин те ыран мĕн тăвассине палăртса планлама машина-трактор паркĕнче хуçалăхăн агрономипе инженери специалисчĕсемпе, механизаторсемпе водительсем те планеркăна пуçтарăнчĕç, техника хатĕррипе интересленчĕç, кам мĕнле ĕç пурнăçлассине палăртрĕç.

, нерхи кун ирхи сывлăм типсенех «Нам ЭКО» ОООри ACROS – 580 комбайнсем Лапри Чăрăшкассинчи кĕрхи тулă уйне васкарĕç. Аван ÿснĕ тулă. Пиçсе çитнĕ тыррăн нÿрĕлĕхĕ 17 процентпа танлашать. Кун каçах кал-кал ĕçлерĕç хир карапĕсем. Пĕрремĕш тырă Шупашкар районĕнчи Шĕнерпуçĕнчи сысна ĕрчетекен биокомплекса тулли машинăсемпе ăсанчĕ.

Çак кунах хуçалăхри çĕрулми уйĕнче те хĕрÿ ĕç пычĕ, ир пулакан çĕрулми сорчĕн лаптăкĕнче Валерий Иванов хăйĕн тракторĕпе ĕçлерĕ. Уйран илсе кĕнĕ çĕрулмине хуçалăх рабочийĕсем çийĕнчех суйласа лавккасене ăсатма михĕсене тултарчĕç.

Г. ТРИФОНОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429584, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с. Шоршелы, ул. 30 лет Победы, 18
Телефон: 8(83542) 35237
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика