Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни самант хаклă

27 июля 2013 г.

Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсемшĕн халĕ — хĕрÿ тапхăр. Хирсенче комбайнсен, тракторсен шавĕ илтĕнсех тăрать. Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче вăй хуракансем тыр-пула вăхăтра пуçтарса кĕртес тесе ырми-канми тăрăшаççĕ.

«Дружба» ЯХПКра та ĕç вĕресе çеç тăрать. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем унта 1000 гектар ытла йышăнаççĕ. Вĕсенчен хальлĕхе урпапа ыраша 200 гектар çинчен пуçтарса кĕртнĕ. Алексей Константинов, Геннадий Павлов тата Владимир Сергеев комбайнсемпе ĕçлеççĕ. Механизаторсем иртен пуçласа каçчен — тăван хуçалăхăн уй-хирĕсенче. Çанталăк май панă чухне ытларах пуçтарса кĕртнинчен ырри нимĕн те çуккине лайăх ăнланаççĕ вĕсем, çавăнпа та çанă тавăрсах вăй хураççĕ. Вĕсенчен кăшт каярахра Павел Долговăн тракторĕ курăнать. Вăл типĕ улăма тÿрех тюкласа пырать.

Тĕш-тыррăн ĕçĕ ăна хиртен пуçтарса кĕртнипе вĕçленмест-ха, пуçланать кăна тесен те юрать. Çакă йĕтеме пырса кĕрсенех палăрать. Унта халĕ пикенсех тырă аллаççĕ, тасатаççĕ. Антонина Семенова, Елена Корнилова, Мария Иванова, Фения Тазетдинова, Гельназия Тазетдинова, Нурания Ильязова хăйсене шанса панă ĕçе тăрăшса, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Фердания Ялакова кĕлете мĕн чухлĕ тырă кĕнине тарасапа виçсе тăрать.

Вырма вăхăтĕнче çĕр ĕçченĕшĕн кашни минут хаклă. «Ĕçсене вăхăтра пурнăçлама тăрăшатпăр. Çанталăкĕ çеç йĕркеллĕ пултăр», — теççĕ «Дружба» ЯХПКра вăй хуракансем.

Н.КАЛАШНИКОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика