Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тырă куçать йĕтеме

24 июля 2013 г.

Вырма ĕçĕсем «Мир» хупă акционерлă обществăра лайăх пынине палăртмалла. Кунта хальлĕхе 200 гектар ытла ыраша, 200 гектара яхăн кĕрхи тулла пухса çапнă.

«Восход» ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕпе «Искра» хуçалăхра та пĕрчĕллĕ культурăсене 200-шер гектара яхăн лаптăк çинчен çапса илнĕ.

«Колос» сахал яваплă обществăра та вырма начар мар пырать. Кунта 100 ытла гектар çинчи кĕрхи тулă комбайнсен бункерĕсем витĕр тухса йĕтемре вырăн тупнă.

«Карлинская» агрофирма, «Исток» сахал яваплă общество хирĕсенче те «уй-хир карапĕсем» «ишеве» тухнă. Тырçине хутшăнакансем уяр çанталăкăн кашни минучĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ.

Кăçал, çанталăк шăрăх тăнăран, тухăçа ытла пысăках теме çук. Вăтамран илсен – кашни гектар пуçне 18 центнер. Хальлĕхе «Колосра» çеç çак кăтарту районти вăтам кăтартуран пысăкрах – 20-шер центнер.

Йĕтемсем çинче те хĕрÿ ĕç пырать: ял ĕçченĕсем тыр-пула çийĕнчех тасатса сортлама тăрăшаççĕ.

Кĕр аки те çывхарса пырать. Çавна май хуçалăхсенче çĕр те хатĕрлеççĕ. Ĕнерхи кун тĕлне ку ĕçе 1300 гектар ытла лаптăк çинче пурнăçланă. Çак енĕпе «Карлинская», «Восход», «Мир», «Искра» хуçалăхсене лайăхпа палăртса хăварма пулать.

Халĕ хуçалăхсенче 20 комбайн ĕçлет. Вĕсене пурне те вут-кăвара хирĕç кĕрешмелли хатĕрсемпе тивĕçтернĕ. Хирте пушар тухас пулсан, ытти техника та çителĕклĕ.

В.НИКОЛАЕВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика