Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хирсенче ĕç вĕрет

24 июля 2013 г.

Паянхи кун районти хуçалăхсемшĕн чи пĕлтерĕшли —вырмана ăнăçлă ирттересси. Çĕр ĕçченĕсем ку енĕпе пикенсех тăрăшаççĕ. Хальлĕхе районĕпе пурĕ 2562 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çулнă. Çав шутра ку ĕçе «Слава картофелю» агрофирмăра — 434 гектар, «Восток» ЯХПКра — 250 гектар, «Труд» ЯХПКра — 212 гектар, «Дружба» ЯХПКра —160 гектар, «Победа» ЯХПКра 125 гектар çинче пурнăçланă. Вырмана тухнă хуçалăхсенче пурĕ 4822 тонна тырă тĕшĕленĕ.

Районĕпе пурĕ 7458 тонна утă, 17963 тонна сенаж, 1700 тонна силос хатĕрленĕ, 265 гектар çинче çĕртме тунă.

«Комсомольские овощи» агрофирма çĕр улми кăларма пикеннĕ. Хальлĕхе ку ĕçе 12 гектар çинче пурнăçланă, 141 тонна «иккĕмĕш çăкăр» пуçтарса илнĕ.

Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика